26 февраля 2014 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ, февралĕн 10-мĕшĕнчи 62 №-лĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, кăçал Александровка ял тăрăхĕнче 10 гектар çĕр лаптăкĕ çинче хытă çÿп-çапсен полигонне туса хурасси пирки халăх умĕнче итлев ирттермелли çинчен палăртнă. Итлев Александровка культура çуртĕнче мартăн 11-мĕшĕнче 13 сехетрен пуçласа 14 сехетчен иртмелле.
Çак ыйтупа сĕнÿ пуррисен район администрацийĕн çуртне 44 кабинета пырса пĕлтермелле.
Сăмах май, тума палăртнă полигон 21:13:040101 кадастр кварталĕнче, «Çĕрпÿ — Ульяновск» автоçултан 400 метр хĕвеланăç еннелле пулмалла.
Источник: "Каçал Ен"