26 февраля 2014 г.
Нарăс уйăхĕн 20—21-мĕшĕсенче Шупашкарти Николаев космонавт урамĕнчи суту-илÿ комплексĕнче регионсем хушшинчи «Çĕр улми — 2014» курав иртнĕ. Кăçал унăн программи пуян та анлă пулнă. Унта хутшăнакансемшĕн çеç мар, курма пыракансемшĕн те курав çав тери пĕлтерĕшлĕ иртнĕ. Экспозицисенче çынсем чикĕ леш енчи тата хамăр çĕр-шыври селекционерсем туса кăларнă çĕр улмин вун-вун сорчĕпе, вĕсен уйрăмлăхĕсемпе çывăхрах паллашнă. Курава Раççейри 17 регионтан, унпа пĕрлех Германи, АПШ, Голланди çĕр-шывĕсенчен, Беларуçран килсе çитнĕ.
«Çĕр улми — паха апат-çимĕç. Унран тĕрлĕрен те тĕрлĕ çиме янтăлаççĕ. Потребительсен рынокĕнче туянакансем экологи енчен таса çитĕнекен çĕр улмине кăмăллаççĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев курава килнисене саламласа. Чăваш Енре çĕр улмине кашни çулах пысăк тухăçпа туса илеççĕ, унăн лаптăкне те çулсеренех ÿстерсе пыни ахальтен маррине палăртса хăварнă пуçлăх.
Уявра ăслăлăх-практика конференцийĕ, «çавра сĕтелсем» иртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» туса илес вăрттăнлăха вĕсенче пĕр-пĕрин хушшинче анлăрах сарнă май, хăнасем ку чухнехи сортсем, çĕнĕ технологи тата селекци çитĕнĕвĕ çинчен сÿтсе явнă.
Шăпах çак курава пирĕн районти «Слава картофелю» агрофирма та хутшăннă. Вĕсем хăйсем çитĕнтерекен çĕр улми вăрлăхĕсемпе паллаштарнă. Агрофирма районта çеç мар, республикăра та çĕр улмипе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Чăваш Енри «Агропромышленноç комплексĕнчи чи лайăх 100 предприяти» списокра та малтисен ретĕнче хуçалăх. Сăмахран, 2001 çултанпа çĕр улми лаптăкне 35 гектартан 780 гектара çитернĕ. Вăтам тухăç — 310 центнер. Пысăк тухăç паракан паха вăрлăхпа ĕçлеççĕ вĕсем. Çавна май 130 ытла сорта сăнаççĕ. Европăри, Беларуçри, хамăр çĕр-шыври селекци институчĕсем сĕннисем вĕсем. Кашни çул вăрлăхăн пĕрре виççĕмĕш пайне çĕнетеççĕ. Пирĕн тăрăхра çĕнетсе улăштарнă «Удача», «Невский», «Романо», «Пикассо», «Ред скарлетт», «Гала», «Латона» сортсем лайăх çитĕннине палăртаççĕ ĕçченсем. Апла пулин те вĕсем кашни çулах çĕнĕ йышши вăрлăхсемпе ĕçлеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"