Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Чăваш Ен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать

22 февраля 2014 г.

Хĕллехи ХХII Олимпиада тата Хĕллехи ХI Паралимп вăййисем иртнĕ вăхăтра — февралĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 16-мĕшĕччен — Сочире Олимп паркĕнче «Раççей регионĕсен экспозицийĕ» ятпа мероприяти иртет. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительстви тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕ йĕркеленĕ. Ку проекта çĕр-шыври 8 федераллă округ хутшăннă. Вăл «Россия — Великая. Новая. Открытая» слоганпа иртет.

Чăваш Ен хăйĕн экспозицине Атăлçи федераллă округĕн стендĕнче вырнаçтарнă. Республикăпа çывăхрах паллашас текенсем 11 видеопрезентацие курма пултараççĕ. Вĕсем тăрăх куракансем виртуаллă майпа экскурсисенче пулса чăвашсен культурипе, спорт çитĕнĕвĕсемпе, экономика аталанăвĕпе тата ыттипе те паллашĕç, ыйтусем çине хурав та илĕç.

Кунта килекенсем «Чăваш Республикине ырă сунса кĕтетпĕр!», «Шупашкара ырă сунса кĕтетпĕр!», «Чăваш Енĕн спорт аталанăвĕ: ĕнер тата паян» видеофильмсем тата ыттине те курĕç. Çавăн пекех Олимп паркĕнче «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать. Куракансем асăнмалăх сувенирсем те туянма пултараççĕ.

Сăмах май, выставка уçăлнăранпа паянхи куна республика экспозицийĕпе 15 пин ытла çын паллашнă та.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика