22 февраля 2014 г.
Валентина ят латин чĕлхинчи «валео» — «сывлăх» сăмахран пулса кайнă иккен. Характер енчен вара çак ятлă хĕрарăмсем уçă, тÿрĕ кăмăллă, шанчăклă, вашават, час ăнланакан, ĕçлеме юратакан çынсем. Вулакансене паллаштарас текен сăнара ят панă чух ашшĕ-амăшĕ гороскоп е ытти çине пăхнă е çук — калаймастăп, çапах та Валентина Арсентьевна Тихоновăра çак паха енсем пуррине ăна пĕлекен пĕтĕм çын çирĕплетме пултарасса иккĕленместĕп. Вăл хăйĕн ĕçне çынсене пулăшассипе çыхăнтарнă, Раççей Федерацийĕн страховани фончĕн районти уйрăмĕнче 1996 çултанпа тăрăшать. Малтан кунта ревизор пулнă, 2005 çултанпа вара — тĕп специалист.
Валя Çĕнĕ Каçалта çуралса ÿснĕ, тантăшĕсемпе пĕрле Дубовка шкулĕн сукмакне такăрлатнă, пур предмета та юратса вĕреннĕ. Пĕве те кĕрсе çитеймен хĕр (14 çулта) ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Çамрăклах пурнăç тĕрекне çухатнă пĕр тăвансем сапаланса кайман, аппăшĕпе пиччĕшĕ Вальăна хăйсен хÿттине илнĕ. Сакăр класс пĕтерсен вара вăл Шупашкарти коопераци техникумне çул тытнă. Бухгалтер специальноçне илсен хĕр тăван районах таврăннă. Унăн ĕç стажĕ Комсомольски райповĕн обществăлла апатлану тытăмĕнче пуçланнă, малтан бухгалтерта, каярахпа тĕп бухгалтерта чылай çул тăрăшнă. Кунта унăн наставникĕсем Маргарита Владимировна Можаевăпа Вера Александровна Макарова пулнă. «Вĕсем яланах пулăшма хатĕр тăни, кирлĕ чухне вĕрентсе калани, тĕрĕс тусан çурăмран лăпкани тем пекех хавхалантаратчĕ мана», — тет Валентина Арсентьевна аслă юлташĕсене тав сăмахĕсем каласа. Ĕçленĕ хушăрах мал курăмлăскер И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илме те вăхăт тупнă.
Социаллă страховани фондĕнчи ĕç-хĕлĕн хăйĕн уйрăмлăхĕсем пулин те, В.Тихонова ăна та хăвăрт хăнăхса çитнĕ. Уйрăмăн ун чухнехи ертÿçин Валентина Долгован тÿпи те пĕчĕк мар çакăнта. Паянхи кун вара вĕсем Татьяна Райкова ертсе пыракан специалистпа иккĕн вăй хураççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлеççĕ хĕрарăмсем, савăнăçне-хуйхине яланах çурмаран пайлаççĕ. Кунсерен вун-вун çынна йышăнаççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене çийĕнчех татса параççĕ страховани фончĕн ĕçченĕсем. Инвалидсене коляскăсемпе, автотранспортпа, уйрăмах йывăр чирлисене пăхма кирлĕ ытти япалапа тивĕçтересси те вĕсен урлах пулса пырать, пĕтĕм тивĕçне каласа та пĕтереймĕн. Тĕрлĕ организаци-предприятипе тачă хутшăнса ĕçлеме, вĕсене çитсе социаллă тÿлевсене тĕрĕс палăртнине тĕрĕслеме тивет. Çапах пурин валли те ырă сăмах тупма, йăл кулă парнелеме ĕлкĕреççĕ пуç усма хăнăхманскерсем. Аслă юлташне Татьяна чунтан хисеплет, ĕçри вăрттăнлăхсене вĕрентсе пынăшăн ăна тав тăвать. В.А.Тихонова обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмасть. Вăл — хĕрарăмсен районти совечĕн хастар членĕ те.
«Ĕçне кура хисепĕ»,— теççĕ халăхра. Тăрăшулăхшăн, хастарлăхшăн пĕрре çеç мар район, республика шайĕнче Хисеп хучĕсене илме тивĕçнĕ. 2012 çулта Валентина Арсентьевнăна ĕçри лайăх кăтартусемшĕн Россия Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Уншăн чи хакли вара — нуша тÿсекен çынсене пулăшма пултарни, вĕсен тав сăмахĕсем, йăл кулли.
Тихоновсем икĕ ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ, воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ Ольга Вăрмар районĕн больницинче медсестрара ĕçлет. Алексей ывăлĕ вара хăйĕн çемйипе амăшĕпе пĕрле пурăнать. Кинĕпе хунямăшĕ шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Темиçе çул каялла мăшăрĕ пурнăçран сарăмсăр уйрăлса кайсан Валентина тăван ачисемпе мăнукĕсенче, юратнă ĕçĕнче йăпану тупнă.
Çак кунсенче В.А.Тихонова çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тăвать. Çав ятпа тулли кĕрекере ăна ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, мăнукĕсем, тăванĕсем, кÿршĕ-аршă тата ĕçтешĕсем саламласа ырлăх-сывлăх сунĕç. Эпир те çак саламсем çумне хутшăнса уçă кăмăллă, ĕçчен, сăпайлă Валентина Арсентьевнăна пурнăçра, ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр. Хуйхă-суйхă сирĕн сăн-питĕре текех ан тĕксĕмлеттĕр, ачусемпе мăнукăрсенчен пархатар çеç курмалла пултăр.
Л.ГЕОРГИЕВА.
Источник: "Каçал Ен"