Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Чыс-хисепе тивĕçнĕ ентеш

22 февраля 2014 г.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Саша Мишин паянхи кун Раççей çарĕнче хĕсметре тăрать.

Вăл мĕн ачаранах çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа та физкультурăпа туслă пулнă, районти пур спорт ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăннă. Саша çавăн пекех — хастар КВНçă та. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл пултарулăх конкурсĕсенче те палăрнă, Хисеп грамотисене те тивĕçнĕ.

Александр хĕсметре Приморск тăрăхĕнче тăрать. Иртнĕ çул вăл Хабаровск хули çывăхĕнче çут çанталăк пулăмĕсемпе те кĕрешнĕ, пултарулăхĕпе палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «Участнику борьбы со стихией на Амуре» медаль парса чысланă.

Саша çавăн пек чыс-хисепе тивĕçнĕшĕн унăн кукамăшĕ Елена Савельевна Рыбина пур кăмăлтан савăнать.

Эпир те, унăн вĕрентекенĕсем, унпа тивĕçлипе мухтанатпăр.

Н.БОРОВКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика