Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пиллĕкмĕшсем Улыпиадăна хутшăнчĕç

19 февраля 2014 г.

Олимпиадăна хутшăнакан Раççей спортсменĕсене вăй кÿрес, хавхалантарас тĕллевпе Чăваш наци конгресĕ Чăваш Енре Улыпиада ирттерессе пĕлтернĕччĕ, унта хутшăнма пурне те чĕнсе каланăччĕ.

Çак чĕнĕве Комсомольски 1-мĕш шкулĕн 5-мĕш класĕнче вĕренекенсем хапăлласах йышăнчĕç. Маларах калаçса татăлчĕç те Полина Оленева, Саша Гришина, Даша Горбуновăпа Лиля Самарина, Даниил Титов, Степан Густомесов, Викентий Говоров тата Руслан Ямалетдинов нарăсăн 15-мĕшĕнче, шăмат кун, йĕлтĕрсем йăтса шкул умне пухăнчĕç. Класс ертÿçи И.А.Соловьева йĕлтĕрпе ярăнма кăмăл тунисене хĕллехи вăрмана ертсе утрĕ. Ачасемпе пĕрле Степан Густомесовăн амăшĕ Надежда тата йăмăкĕ, 7 çулти Яна та, çула тухрĕç. Йĕлтĕрсем йăтнă, çурăмĕсем хыçне рюкзаксем çакнă ачасем çул çинче тунсăхласа пымарĕç, юрă юрласа утрĕç.

Вăрман вĕсене кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Ăшă çанталăк йĕлтĕр йĕрĕпе çине-çинех çаврăнма йыхравларĕ. Ярăнса кăштах ĕшеннĕ хыççăн уçланкăра вут чĕртрĕç, унта типĕнчĕç. Килтен илсе килнĕ апат-çимĕç, вĕри чей вара уçă сывлăшра темрен те тутлăн туйăнчĕç. Кăвар çинче ăшаланă техĕмлĕ сосискăна та юратсах çирĕç вĕсем. Кăштах канса илсен арçын ачасем юр чăмаккипе персе тĕл лектерессипе ăмăртрĕç.

Шăмат кунхи çул çÿрев пиллĕкмĕшсене питĕ килĕшрĕ, вĕсем килĕсене тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Хĕл иртсе кайиччен унта тата та çитсе курма калаçса татăлчĕç. Ачасем класс ертÿçине çак похода йĕркеленĕшĕн тав турĕç, хăйсем Улыпиадăна хутшăнса çĕр-шыв спортсменĕсемпе пĕр шухăшлине палăртма пултарнишĕн чунтан хĕпĕртерĕç.

 

Л.ГЕОРГИЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика