15 февраля 2014 г.
Шупашкарти аэропортра февралĕн 17 тата 19-мĕшĕсене самолетпа вĕçме билетсем пур.
Акă, Шупашкартан Уфана ирхине 9 сехет те 55 минутра вĕçет, унта 14 сехетре (тунти кун, юн кун, эрне кун) çитет.
Пушкăртстан Республикин тĕп хулинчен вара (унти вăхăтпа) 14 сехет те 40 минутра самолет Шупашкара вĕçсе тухать, 15 сехетре аэропорта анса ларать.
Самар хулине вĕçме пассажир самолечĕ тунти кун, юн кун, эрне кун 15 сехет те 35 минутра çĕкленет, вăл хулари «Курумоч» аэропорта 17 сехет те 5 минутра анса ларать. Шупашкара сывлăш карапĕ 7 сехет те 45 минутра вĕçсе тухать, пирĕн республикăн тĕп хулин аэропортне 9 сехет те 20 минутра çитет.
9 вырăнлă сывлăшри таксин маршручĕ пирки 8 (8352) 30-14-87, 30-11-10, çавăн пекех республикăри «Дорисс тур», «Лавана» туризм агентствисене 8 (8352) 62-14-71, 62-22-45 тата 62-72-17 телефонсемпе шăнкăравласа тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать.
Сăмах май, «Уфа» АУО Пĕтĕм тĕнчери аэропорт авиаци комплексĕпе Раççейри тата ют çĕр-шывсенчи 40 ытла авиакомпани усă курать. Самар хулинчи «Курумоч» аэропорт — Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк аэропортсенчен пĕри.
Источник: "Каçал Ен"