Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Стартра — йĕлтĕрçĕсем

05 февраля 2014 г.

Вырсарни кун, нарăсăн 2-мĕшĕнче, Чăваш Енре «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2014» массăллă чупу старт илчĕ. Çĕр-шыври чи пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕ кăçалхипе 32-мĕш хут иртрĕ. Асăннă чупăва район центрĕнче çеç мар, пур ялта та йĕркеленĕ.

Йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансем яланхилле вăрман уçланкине мар, кăçал «Кĕтне» физкультурăпа спорт стадионне пуçтарăнчĕç. Спорта юратакансене, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.В.Силивестров ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

— Эсир сивĕрен хăрамасăр старта тухма хатĕр. Маттур! Апла пулсассăн эсир пурте — çĕнтерÿçĕсем. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп, — терĕ Михаил Романович.

Районти хăш-пĕр организаципе предприяти ĕçченĕсем, педагогсем, уйрăм çынсем, ветерансемпе ачасем уйрăм ушкăнра тĕрлĕ дистанцисенче вăй виçрĕç.

Чи малтанах кĕçĕнрех çулхи ачасем старта тухрĕç. Ар çын ачасенчен Кирилл Денисов финиша пĕрремĕш çитрĕ. Герман Степановпа Стас Зайцев иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем пулчĕç. Хĕр ачасенчен Яна Густомесовăпа Анастасия Миронова — чи маттуррисем.

Аслăрах çулхи каччăсенчен А.Соловьев финиша пĕрремĕш çитрĕ. В.Лукияновпа В.Павлов — 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнта.

Хĕрарăмсенчен Е.Степановăна çитекенни пулмарĕ. Мĕн ачаран спортпа туслă тренер финиша пĕрремĕш çитрĕ. Г.Волкова педагог иккĕмĕш пулчĕ, М.Карсакова — виççĕмĕш.

Ар çынсенчен А.Архипов пĕрремĕш пулчĕ. В.Акчуринпа В.Гордеев — иккĕмĕшпе виç-çĕмĕш вырăнта. Ветерансенчен Н.Васильев, А.Самаркин, Н.Краснов, В.Пундяков, Р.Моисеев палăрчĕç. Ревокат Прохорович Моисеев, 92 çул тулта-рать пулин те, кашни кун йĕлтĕрпе ярăнса киленет. Паянхи куна вăл 140 километр чупма вăй çитернĕ.

— Кашни кунах çак стадионта эпĕ, май килнĕ чухне вăрман уçланкине çитсе килетĕп. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнни ĕмĕре вăрăмлатать, — терĕ вăл.

Ветерансем старта хавхаланса тухнине пăхма кăмăллă, анчах та çамрăксем çак ĕçе пур кăмăлтан пурнăçлаççĕ теме çук-ха. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2014» массăллă ăмăртăва пурте кар тăрса хутшăнманни курăнать. Хăш-пĕр организацисем унта тухма та кăмăл туман. Сăлтавĕ мĕнре-ши? Сивĕ тенĕ-и?

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика