01 февраля 2014 г.
Район территорийĕнче кăçал февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен «Снегоход» операци иртет. Ăна регистрацилемен çил çунасене тупса палăртас, çул çинчи хăрушлăхран асăрханас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Сăмах май, çавăн пек транспортпа çÿрекенĕн «А-1» категориллĕ тракторист-машинист удостоверенийĕ пулмалла. Техника тĕрĕслевĕн требованийĕсемпе килĕшÿллĕн çил çунасем çинче огнетушитель, медицина аптечки пулмалла, водителĕн вара мотошлем тăхăнмалла.
Операци вăхăтĕнче айăплисене Раççей Федерацийĕн Административлă кодексĕн 19.22 тата 9.3 статйисемпе явап тыттаратпăр.
С.КОКАРЕВ
Источник: "Каçал Ен"