29 января 2014 г.
Культура çулталăкĕ мероприятисемпе чăннипех пуян пуласси куç кĕрет. Акă, иртнĕ шăмат кун чăваш халăх поэчĕ, паллă сăвăç, Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ ентеш Валери Туркай тăван районта пулчĕ. Чи малтанах вăл Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе тата педагогсемпе тĕл пулу ирттерчĕ.
Районти тĕп библиотекăра вара пултарулăх каçĕ иртрĕ. Поэт тĕл пулăва хальхинче пĕччен мар, мăшăрĕпе, Ольга Туркайпа, килнĕ. Сăлтавĕ те пур, мăшăрĕ кăçал Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ ята тивĕçнĕ, пĕлтĕр унăн «Уй урлă çул» кĕнеки пичетленсе тухнă.
— Эпир мăшăрпа халăх умĕнче пуçласа, пĕрремĕш хут. Культура çулталăкне тăван район çыннисемпе курнăçса, тĕл пулса калаçса уçас терĕмĕр. Çыншăн çын интереслĕ. Çынпа çын хутшăнни чи хакли çак çĕр çинче. Çавăнпа та сирĕнпе курнăçни маншăн уйрăмах паха. Района килсессĕн чун савăнать, — терĕ вăл пултарулăх каçне уçса.
Тĕл пулура Валерипе Ольга Туркайсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, çĕнĕ сăввисене вуласа пачĕç. Шÿтлисем, шухăша яраканнисем, чуна пырса тивекеннисем, савăнăçлисем те пулчĕç. В.Туркай сăввисем хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăраççĕ. Пухăннисем кашни сăвва хапăлласах йышăнчĕç. Ентеш сăвăсем çырнипе пĕрлех нумай-нумай кĕнеке пичетлесе кăларать. Вăл вырăс, тутар поэчĕсен сăввисемпе калавĕсене чăвашла куçарать. Юлашки çулсенче çеç вун-вун кĕнеке кун çути курнă. К.Ивановăн «Нарспи» поэмине çичĕ чĕлхепе пичетлесе кăларниех пысăк ĕç.
О.Туркайăн «Уй урлă çул» кĕнекинче пичетленнĕ афган вăрçинче вилнисене асăннă хайлава вуласан залра ларакансем куççульленмесĕр чăтаймарĕç. Ăна чуна пырса тивмелле çырнă. Ытти нумай-нумай произведенипе те пуян кĕнеке.
— Тăвансем, туслă пурăннине мĕн çиттĕр? Пирĕн хутшăнусем малашне те çирĕпленсех пыччăр. Паян пире ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн уйрăмах библиотека ĕçченĕсене чĕререн тав тăватăп, тепре тĕл пуличчен, — терĕ сăвăç.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"