25 января 2014 г.
Раççей тата Чăваш Пичет кунĕнче журналистикăра пултаруллисене Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви дипломсемпе чысланине, «Халăх корреспонденчĕ» номинацире хисеплĕ ята ентешĕмĕр тивĕçни пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир пĕлтернĕччĕ. «Каçал ен» хаçатăн обществăлла корреспонденчĕпе Р.П.Моисеевпа уяв хыççăн тĕл пулса калаçрăмăр.
— Ревокат Прохорович, Эсир — район хаçачĕн хастар тусĕ. «Халăх корреспонденчĕ» хисеплĕ ята тивĕçнипе редакци коллективĕ Сире ăшшăн саламлать. Каласамăр, хаçата тĕрлĕ материалсем çырма мĕн хистет Сире, ку кăмăл туртăмĕ хăçан тата мĕнрен пуçланчĕ?
— Çырас туртăм ача чухнех çуралнă. 6-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра (1936 çулта) чăваш чĕлхи учителĕ хаçатсене мĕнле темăпа çырмаллине каласа пачĕ, чĕлхепе стиль çинчен калаçу пулчĕ. Калаçупа хавхаланнă-скер, киле çитсенех шкулти кроликсене хамăр класпа шефа илни çинчен ларса çыртăм, çак заметкăна «Пионер сассине» ярса патăм. Ман пĕчĕк хайлавăма хаçатра пичетлени çунатлантарсах ячĕ, малалла та çырма хистерĕ. Шкулта, кайран колхозра стена хаçачĕ кăлараттăмăр.
Шкул пĕтерсен те, çарта та, Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăн та паян кунчченех уйрăлаймарăм чун туртă-мĕнчен. Фронтра мана ротăн «Боевой листокне» кăларма шаннăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче «Коммунизм ялавне», «Капкăна» çырма пуçларăм, çав кăларăмсен редакцийĕсене пурнăçри çитменлĕхсене питлесе фельетонсем ярса параттăм. Лайăххи çинчен те пайтах шăрçаланă.
Комсомольски районне 1957 çулта куçса килтĕм, банкра ĕçлеме пикентĕм. «Октябрь ялавĕ» хаçатăн редакторĕ Лаврентий Таллеров мана корреспондентра ĕçлеме сĕнчĕ, вара ытларах çырма пикеннĕ. Пурнăçра мĕн кирлине куратăп, çавăн çинчен çыратăп: воспитани, сывă пурнăç йĕрки, мораль темипе...
— Журналистсен союзне миçемĕш çулта кĕнĕ Эсир?
— 1960 çулта. Унта кĕмелли пĕрремĕш рекомендацие те «Октябрь ялавĕ» хаçатран панăччĕ.
— Апла Эсир 54 çул Журналистсен союзĕн членĕ. Сире чунăрпа суйласа илнĕ ĕçре çамрăксемшĕн те тĕслĕх пулнăшăн тав тăватăп, хаçатпа тытакан туслă çыхăнăва малашне те тăсма ырлăх-сывлăх сунатăп.
Л.ШУРЯШКИНА
Источник: "Каçал Ен"