25 января 2014 г.
Пĕчĕк шăпăрлансене тивĕçлĕ воспитани пама условисем пулччăр тесе Чăваш Республикинче сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Çакна çулсеренех хуласемпе районсенче çĕнĕрен те çĕнĕ ача сачĕсем уçăлни çирĕплетет. Унпа пĕрлех вара ача садне çÿрекенсене выляма, вĕренме, сывлăхне çирĕплетме кирлĕ условисем туса панине те палăртма кăмăллă. Учрежденисем хăйсем те çÿлтен парасса çеç кĕтсе лармаççĕ, ĕçре те, конкурссенче те маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ, дипломсемпе грамотăсене, грантсене тивĕçеççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр районти «Пучах» ача сачĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ.
«Гранта тивĕçесси çăмăл мар. Кунта ача сачĕ епле ĕçленине, педагогсемпе ачасен район, республика шайĕнчи çитĕнĕвĕсене тата ыттине те шута илмелле. Çак ĕçе пĕччен пурнăçлама çук. Кунта коллективри кашни çын тăрăшни пĕл-терĕшлĕ. Документсене пĕр-пĕринпе канашласа, кашни цифрăна тĕслĕхсемпе çирĕплетсе хатĕрленĕ. Грант парса чыслани — пурне те малашне ĕçлеме хавхалантарнипе пĕрлех калама çук пысăк пулăшу», — паллаштарать «Колосок» ача сачĕн ертÿçи Светлана Юлиановна Токмакова.
Грант укçи-тенкипе ача сачĕн пурлăх никĕсне чылай пуянлатнă. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерсе вĕсене выляма кирлĕ условисем туса парас тесе сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. Сăмахран, кашни ушкăна валлиех вылямалли ятарлă сĕтел-пукан туяннă. Унпа пĕрлех ларса ÿкермелли, теттесемпе кĕнекесене вырнаçтармалли сĕтел-пукансем те хăйсен вырăнĕсене тупнă. Чи кăсăкли — пÿлĕмсенче экспериментсем тумалли вырăн — шывпа тата хăйăрпа вылямалли ятарлă сĕтел-пукан пурри. Вĕсемпе хальлĕхе усă курма пуçламан-ха. Кунта хăйсен çирĕп йĕркисене пăхăнма тивет: хăйăрĕ таса пулмалла тата ытти те.
«Çĕнĕлĕх аслисене çеç мар, ачасене те савăнтарать. Вырнаçтарнă сĕтел-пуканпа ачасем çав тери кăмăллă, çакна вĕсем савăнса выляни çирĕплетет: савăт-саписене лартаççĕ, алăкĕсене уçса, хупса пăхаççĕ, теттисене килĕшÿллĕ вырнаçтараççĕ, ÿкерме лараççĕ», — тет Вера Осиповна Сенатова воспитатель. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ача сачĕ валли мультимедийлă проектор туянни те педагогсене кулленхи ĕçре чылай пулăшу кÿрет. Унпа пĕрлех вара ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма условисем туса парать. Пĕчĕкскерсем нумай-нумай мультфильм курса киленеççĕ. Воспитательсем ачасен пĕлÿ шайне ÿстерме, аталанма вĕренÿ дискĕсемпе те тухăçлă усă кураççĕ.
Коллективри ĕçченсем рай-он, республика шайĕнче ирттерекен нумай-нумай конкурса хутшăнаççĕ, çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Вĕсем кашни çулах «Светофорик» конкурсра палăраççĕ. Ачасен тавра курăмне татах та анлăлатма, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисемпе уçăмлăн паллашма пултăр тесе «Светофорик», «Перекресток» ятарлă пособисем туянма май килнĕ. Воспитательсем ачасене çул-йĕр правилисене машинăсемпе, паллăсемпе усă курса вĕрентеççĕ. Çул-йĕр çинче уйрăмах тимлĕ пулмаллине мĕн ачаран пĕлсе ÿсни питех те пĕлтерĕшлине тĕпе хурса ĕçлеççĕ педагогсем. «Пучах» ача садĕнче ĕçлекенсем вăхăт ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе пĕлĕвĕсене ÿстереççĕ.
Воспитательсен тивĕçĕ — ачасене кирлĕ пĕлÿ, воспитани, выляма лайăх условисем туса парасси, вĕсене тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарасси.
— Кашни шăпăрлан ача садне хавас кăмăлпа килни, кулса, килĕштерсе выляни, занятисенче хастарлăхпа палăрни пире савăнтарать, ĕçлеме вăй-хал кÿрет, — терĕ Светлана Юлиановна.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"