18 января 2014 г.
2013 çулхи март уйăхĕн 25— 26-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Медицина реабилитацийĕ — çынсем вилессине тата инвалид пулассине чакармалли мел» канашлăва чи пĕлтерĕшлĕ, анлă пулăм тесе йышăннă. Унта ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова тата Раççейĕн 83 регионĕн представителĕсем хутшăннă.
Асăннă канашлăва шăпах Чăваш Енре йĕркелени ахальтен маррине те палăртнă министр. «Хамăрăн тĕллевĕмĕрсене ĕçе кĕртнин чĕрĕ тапхăрне курма пултартăмăр, шухăшăмăрсем тĕрĕс пулнипе пĕрлех хут çинчи проектсем те пурнăç ыйтнипе пĕр килнине туйса илтĕмĕр. Чăваш хутлăхĕнче çĕкленнĕ центрсем — реабилитацин виçĕ шайлă тытăмĕн чăн-чăн тĕслĕхĕ: амбулатори, стационар реабилитацийĕпе пĕрле пысăк технологиллĕ медицина пĕр çыхăнура тăраççĕ. Унпа çитĕннисем кăна мар, ачасем те усă кураççĕ. Çавăнпа пĕрлех юлашки сыпăкĕ те — санаторипе курорт кластерĕ аталанать», — тенĕ Алла Самойлова.
ÇУЛТАЛĂК ФОРУМĔ
Май уйăхĕн 17-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче инфекциллĕ мар чирсене профилактикăлас енĕпе йĕркеленĕ «Сывлăхлă Чăваш Ен» форум – анлăшĕпе чи пĕлтерĕшли. Форумăн тĕп теми — халăхăн сывлăхне упрассипе çыхăннă ыйтусене тĕрлĕ енлĕ татса парасси: унта сывă пурнăç йĕркин, табак туртнине хирĕç кĕрешесси, сиплĕ апатланупа тивĕçтерессин культурине йĕркелемелли программăсемпе паллашасси пулнă. Театр умĕнчи лапамра кăмăл тăвакансем инфекциллĕ мар чир-чĕр аталанас теветкеллĕх пурри е çуккине уçăмлатмашкăн диагностика скринингĕ тутарма, канăç паман ыйтупа консультаци илме пултарнă.
ÇУЛТАЛĂК ЮБИЛЕЙĔ Чăваш Республикинче пилĕк çула яхăн «Сосуд» программа ĕçлет. Унăн тĕллевĕ — чĕре тымарĕн системин чирĕсемпе аптăракан çынсен инвалидлăхĕпе вилеслĕхне чакарасси. Программăпа килĕшÿллĕн Шупашкар хулинче регионти сосуд центрĕ тата пирвайхи сосуд уйрăмĕсем уçăлнă.
Юлашки пилĕк çулта Чăваш Республикинче юн çаврăнăшĕн чирĕпе чирлекенсен вилеслĕхĕ 13 процент чухлĕ чакнă. Унпа пĕрлех республикăра пирвайхи хутчен юн çаврăнăшĕн чирĕпе инвалида тухнисен йышĕ юлашки 7 çулта 36 процент чакнă.
ÇУЛТАЛĂК ЙĔРКЕЛĔВĔ
2013 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен уйрăм ушкăнри çынсене диспансеризаци витĕр кăларас çĕнĕ йĕркене çирĕплетнĕ. Енчен те малтанхи çулсенче ĕçлекен халăха çеç диспансеризациленĕ пулсассăн, пĕлтĕртен 21 çултан пуçласа тĕрĕслев витĕр тухма ирĕк пур. Унпа пĕрлех çын çакна кашни 3 çулта пĕрре тума тивĕç. Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен, «Ленинград блокадинче пурăннисем» паллăпа наградăланнисен, инвалидсен кашни çул диспансеризаци витĕр тухмалла.
Пĕлтĕрхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пурăнакан 229023 çын (99 процент) сывлăхне тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 2808-шĕ — Аслă Аттелĕх вăр-çин ветеранĕсемпе инваличĕсем.
ÇУЛТАЛĂК ÇĔНĔЛĔХĔ
Иртнĕ çул Чăваш Енре фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлнипе асра юлчĕ, 20-шне хута янă. ФАП уçăлнă çĕрте пурăнакансем унăн пахалăхне хаклама та пултарчĕç. 2014 çул вĕçне фельдшерпа акушер пункчĕсен шучĕ 100 çитмелле.
ÇУЛТАЛĂК ŸСĔМĔ
Чăваш Енре нумай çул хушшинче пуçласа çураласлăх вилеслĕхрен пысăкрах. Çакна неонатологсен пысăк çитĕнĕвĕ-семпе, пĕчĕк виçеллĕ ачасене ятарлă шаттлсенче ÿстерме майтупнипе çыхăнтарнă. Унпа пĕрлех Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницин перинаталь центрĕ çывăхĕнче ачалăха халалланă скульптурăна уçни тата «Юрату кĕл чечекĕ» сквера хывни те пĕлтерĕшлĕ пулăм.
Тепĕр пĕлтерĕшлĕ япала вăл — тĕрĕс реабилитацие пула инвалидлăх майĕпен чакни. Чăваш Ен çитĕнĕвĕсене Пĕтĕм Раççейри тухтăрсен канашлă-вĕнче сÿтсе явнипе пĕрлех ытти регионсене пирĕн тĕслĕхпе усă курма сĕннĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, тухтăрсен професси ăсталăхĕ те палăрмаллах ÿснĕ. Республикăра йывăр операцисем тăваççĕ. Унччен вара пациентсен ытти регионсене е Мускава тухса кайма тивнĕ. Кардиологипе, онкологипе, протезированипе пĕрлех эндокрин хирургийĕ вăй илет.
ÇУЛТАЛĂКРИ ФЕСТИВАЛЬ
2013 çулта ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тăрăшнипе республикăра пуçласа ятарлă социаллă ушкăнсем валли мероприятисем йĕркеленĕ. Чăваш Республикинче пуçласа ар çынсем «Ашшĕсен канашĕ» I слета пухăннă. Аслă çулхисем валли республикăра «Спортивное долголетие» I спартакиада йĕркеленĕ (унта 60 çултан аслăрах ар çынсемпе 55-рен иртнĕ хăрарăмсем хутшăннă).
ÇУЛТАЛĂК ДОКУМЕНЧĔ
Чăваш Енри чылай сиплев учрежденийĕнче кĕлĕ тумалли пÿлĕмсем пур. Унпа пĕрлех чиркÿ священникĕсем чирлĕ çынсем патне больницăна килсе çÿреççĕ. 2013 çулта ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствипе вырăс православи чиркĕвĕн Чăваш Енри митрополийĕ пĕрле ĕçлемелли килĕшĕве алă пуснă. Алла Самойлова министр çапла палăртса хăварнă: «Çак килĕшĕве тухтăрсем хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаччăр, пациентсем сиплеве тав туса йышăнччăр тесе пурнăçлатпăр».
ÇУЛТАЛĂК ÇИТĔНĔВĔ
Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Гемодиализ центрĕ уçăлнă.
Республикăра уйрăм çын — патшалăх партнерлăхĕн никĕсĕ çинче нимĕçсен «Б.Браун Авитум Руссланд» фирмипе хальхи йышши диализ центрĕ уçни амбулатори программипе гемодиализ кирлĕ мĕн пур пациента медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтерме май парать. Пациентсене Обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕн ЧР территори органĕн укçи-тенкипе сиплеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"