Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вулавăш кĕнеке тусĕсене кĕтет

11 января 2014 г.

Паян çĕр-шывра информаци илмелли çăл куçсем анлă: телевидени, радиовещани, Интернет... Апла пулин те хаçат-журнал, кĕнекесен пĕлтерĕшĕ çухалман-ха. Çĕнĕрен çĕнĕ массăллă пичет изданийĕсем кун çути кураççĕ, илемлĕ хуплашкаллă, содержани енчен пуян кĕнекесем çапăнса вулакансем патне çитеççĕ. Хăшĕ-пĕрисем информаци технологийĕсем аталанса пынăçемĕн кĕнекесем кирлĕ пулмĕç, теççĕ. Кунпа ки-лĕшес килмест. Вĕсем пулнă, пур, малашне те пулаççех тесе çирĕплетсе калама пулать. Пĕр-пĕр литература произведени-йĕпе видео, аудио дисксемпе паллашни пĕр япала, хут çинче вулани пачах та урăхла. Мĕн çырни вулаканăн ăс-тăнне кĕнекесем урлă тарăнрах, витĕмлĕрех, уçăмлăнрах кĕреет.

Çак кунсенче эпĕ Дубовка ялĕнчи модельлĕ библиотекăра пултăм. Вулавăша кĕрсенех урăхларах сывлăшпа сывлатăн, хăвна хăв раснарах туятăн. Çÿлĕксем çинчи ретĕн-ретĕн тăракан кĕнекесене пăхсан вĕсем чĕрĕ пек туйăнаççĕ. Алла илетĕн те, калаçма пуçлаççĕ, халиччен пĕлменнине пĕлтереççĕ, шухăшлаттараççĕ. Вун-вун çул каялла тухнă кĕнекесен хуплашкисем пит меллех пулман пулсан, юлашки вăхăтра кун çути курнисем капăрлăхĕпе хăйсем патне чĕнеççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ, илемлĕ курăнаканскерсене ирĕксĕрех тытса вулас килет.

Асăннă библиотекăра Татьяна Владимировна Волкова 1987 çултанпа ĕçлет. «Пĕр вăхăтра çĕнĕ кĕнекесем питĕ сахал килетчĕç. Хаçат-журнал çырăнас тĕлĕшпе те йывăрлăхсем пурччĕ. Вĕсен хакĕсем «çыртатчĕç». Паян вара лару-тăру аванрах. Çĕнĕ изданисем килеççĕ. Пирĕн фондра 10 пин ытла кĕнеке — чăвашли те, вырăсли те пур. 15 тĕрлĕ хаçат-журнал илсе тăратпăр. Ачасем валли те пур. Хĕрарăмсем «Вязание», «Мои любимые цветы», «Чăваш хĕрарăмĕ» тата ытти изданисемпе хапăлласа паллашаççĕ. Район хаçачĕпе «Хыпар» издательство çурчĕн хаçат-журналĕсене вулама ятарласа килеççĕ. Вырăслисем пирки те çавнах каламалла», — каласа парать библиотекарь. Çапла, паянхи кун кашни çемьех 7—8 тĕрлĕ пичет изданийĕ çырăнса илеймест. Библиотекăна çитсен вара çĕр-шывра, республикăра мĕн пулса иртнипе тĕплĕнрех паллашма май пур.

Дубовкăри модельлĕ библиотека тата Васильевка, Çĕнĕ Каçал ялĕсенче пурăнакансене кĕнекесемпе, хаçат-журналпа тивĕçтерет. Кунсăр пуçне вĕсем çинчех Çĕнĕ Шăхран тата Виçпÿрт ялĕсем те. Унта çитсе вĕсене те кĕнекесем, пичет изданийĕсем сĕнет. Вулакансен йышĕ 500 ытла. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем пур вĕсем хушшинче. Хăшĕ-сем тăтăшах библиотекăра пулаççĕ, теприсем пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан, çĕнĕ издани çинчен пĕлсен унта çитеççĕ. Ку Дубовка библиотекинче анчах мар, ытти çĕрте те çаплах. Татьяна Владимировна вулавăшпа тачă çыхăну тытакан Р.П.Хораськина, Л.А.Белобаева, С.К.Сорокина ячĕсене асăнчĕ. «Чăн-чăн кĕнеке тусĕсем вĕсем, тивĕçлĕ канура пулсан та тăтăшах килсе çÿреççĕ», — терĕ кĕскен. Учительсем, шкул ачисем те пулаççĕ кунта. Библиотекăра «Наши руки не для скуки» кружок ĕçлет. Хытă хутран мĕн тĕрлĕ кÿлепесем, кĕлеткесем ăсталаман-ши вĕсем? Чĕр чунсем те, кайăк-кĕшĕк те, савăт-сапа та пур унта. «Вĕсем илемлĕ, аякран пăхсан çав япаласене хутран çеç ăсталанине ĕненес те килмест. Августина Пыркина, Марийăпа Лидия Тихоновасем, Дианăпа Кристина Хромовасем, Катя Чаркина, Кристина Тимофеева, Маша Кунина, Юля Тимофеева кружокăн хастар членĕсем — библиотекăн чăн-чăн тусĕсем. Вĕсемпе пĕр-пĕр кĕнеке тăрăх конференцисем, калаçусем ирттеретпĕр. Пĕр сăмахпа каласан, кĕнекесене тĕплĕн сÿтсе яватпăр. Çакă ачасен шухăшлавне, калаçăвне аталантарма пулăшмалла»,— пĕлтерет Т.Волкова.

«2013 çул — Тăван тавралăха упрамалли çулталăк». Ăна халалласа «Природа», «Сохрани природу», «Давай дружить с природой» кĕнеке выставкисем йĕркеленĕ. Кăçал пирĕн район 75 çул тултарать. Çак ятпа «Таланты земли Комсомольского района», «Культура Комсомольского района» кĕтессем хатĕрленĕ. «Ваши права», «Азбука права и закона» тата ытти стендсем пур. Компьютер урлă Интернета кĕме пулать, дисксем тăрăх вăл е ку произведенипе паллашма май пур.

Пĕр сăмахпа каласан, Дубовка ялĕнчи модельлĕ библиотекăра вăл тăрăхра пурăнакансене информаци илмелли майсем çителĕклĕ. Çакăншăн тăрăшать те Татьяна Владимировна. Вулавăш яланах кĕнеке тусĕсене кĕтет.

Ю.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика