Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ача сачĕсене черете тăма

11 января 2014 г.

Чăваш Республикинче 2014 çулхи январь уйăхĕнчен ашшĕ-амăшĕ килтен тухмасăрах пепкисене ача садне яма sad.edu.cap.ru Интернет сайт урлă черете çырăнма пултарать.

Черет епле куçнине вара вĕсен патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан пĕрлĕхлĕ портал урлă, çавăн пекех Интернетăн on-line режимĕпе вĕренÿ управленийĕн органĕсен специалисчĕсенчен сĕнÿ-канаш илме пулать.

Заявкăна ашшĕ-амăшĕ харăсах пилĕк ача садне яма пултарать. Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсен программипе паллашни вара хăшĕ лайăххине суйлама та май парать.

Электронлă черете ача çуралсанах тăма юрать. Интернет портал урлă регистрацилесенех ашшĕ-амăшĕ заявка парсан харпăр кодне илет. Çавăн тăрăх черет епле куçнипе паллашма пулать те ĕнтĕ. Ача садне черет çитсен вĕренÿ управленийĕн органĕсен специалисчĕсем телефонпа е электронлă почтăпа пĕлтереççĕ. Йĕрке тăрăх, черете тăни çинчен заявка парсанах ашшĕ-амăшĕ патне специалистсен ачана черете базăна кĕртни çинчен шăнкăравласа çирĕплетмелле.

Ачана шкулчченхи вĕренÿ учрежденине маларах заявлени çырса тăратнисен тепĕр хут электронлă майпа черете тăмалла мар. Енчен те Интернет урлă черете тăратма май пулмасан, ачасен ашшĕ-амăшĕ Нумай функциллĕ центра е вĕренÿ пайне кайса ыйтса çырма пултарать.

СПРАВКА. Электронлă çĕнĕ майпа черете тăратасси РФ Правительствин 2009 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчи 1993-р №-лĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Çапла вара 2014 çултан ача сачĕсене черете тăратма заявленисене электронлă майпа йышăнаççĕ. Çак çĕнĕлĕх Чăваш Енре автоматизациленĕ информациллĕ «Netschool» тата «Сетевой город. Образование» тытăма пула пурнăçланать. Программăна Самар хулинчи «ИРТех» акционерсен хупă обществинче туса кăларнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика