Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çитсе курăр курава

11 декабря 2013 г.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вуннăмĕш класĕнче пĕлÿ пухакан Настя Макаровăпа Татьяна Шакмакова — вĕренÿ отличникĕсем. Шкулти обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан, тĕрлĕ олимпиадăпа кон- курсра палăракан хĕрачасем пĕртен-пĕр ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса малалла та çирĕп пĕлÿ илесшĕн. Унпа вара хăйсен ăсталăхне ÿстересшĕн. Настьăпа Татьяна мĕн пĕчĕкрен ÿкерме кăмăллаççĕ.

Çак тĕллевпех икĕ тантăш районти искусство шкулĕнчи ÿнер уйрăмне çул тытнă. Надежда Александровна Абдюшева педагог пуçласа алла киçтĕк тытма, хут çине ÿкерме вĕрентнĕ хĕрсене. Вăлах ăсталăха туптама, аталанса пыма пулăшнă. Вĕренни, тăрăшни сая кайман хĕрсен, иртнĕ кунсенче районти «Çĕр тата çынсем» музейре Настьăпа Татьянăн ÿкерчĕкĕсен «Калейдоскоп творчества» пĕрремĕш куравĕ уçăлчĕ. Çамрăк хĕрсене пĕрремĕш пысăк утăмпа район администрацийĕн культура секторĕн начальникĕ В.Васильев, искусство шкулĕн директорĕ Ф.Гибатдинов, Н.Абдюшева педагог, ашшĕ-амăшĕсем тата юлташĕсем саламларĕç.

— Каçал тăрăхĕнче пултаруллă çамрăксем пурри савăнтарать. Ÿнерçĕ куçĕпе пăхсан ĕçсем çав тери пуян содержаниллĕ, хăйне евĕрлĕ пулнине палăртма кăмăллă. Маттур. Ăсталăха малашне те ÿстерсе пырăр. Сирте паллă художниксене курасчĕ, мăнаçланасчĕ, мухтанасчĕ пирĕн, — терĕ Василий Софронович хĕрсене. — Искусство шкулĕнче вĕреннĕ май эпир нумай çĕннине пĕлтĕмĕр, пуян опыт пухрăмăр.

Ÿкерчĕксене тĕрлĕ техникăпа усă курса ăсталатпăр. Уйрăмах пире çĕнĕ мелпе, декораци композицийĕпе — батикпа ĕçлеме килĕшет. Çак мелпе усă курса тутăрсене, тум-тире илемлетме пулать. Гротен техники те хăйне евĕр илемлĕ. Çавăн пекех куравра пластикран хатĕрленĕ хăлха çаккисемпе паллашма май пур. Çак ăсталăха пире Надежда Александровна педагог вĕрентнĕ. Тавах ăна, — терĕç хĕрсем ĕçсемпе паллаштарнă май.

Çамрăк ÿнерçĕсен ĕçĕсенче çын характерĕ, пурнăçри пулăмсем, ĕмĕтсем уççăнах сăнарланаççĕ. Пултаруллă хĕрсен ĕçĕсемпе кашнинех паллашма сĕнес килет. Кунта вĕсен чи пĕлтерĕшлĕ, паха ÿкерчĕкĕсене суйласа илнĕ. Курав январĕн 7-мĕшĕчченех ĕçлет. Кăмăл пулсан музее çитсе курăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика