Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Сертификат парса чысларĕç

07 декабря 2013 г.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче амăшĕн сертификатне савăнăçлă лару-тăрура парассине йăлана кĕртнĕ. Вĕсем тăтăшах çемьесене хăйсем патне чĕнеççĕ е вырăна тухса саламлаççĕ.

Иртнĕ кĕçнерни кун Комсомольскинче пурăнакан Жуковсене амăшĕн капиталĕн сертификатне парса чысларĕç. Вĕсене малтан РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.Горбунов, пай ертÿçисем И.Белобаева, И.Гришина, райпо правленийĕн кадрсен пайĕн начальникĕ Л.Кокшина ăшшăн саламларĕç.

— Çут тĕнче, пурнăç парнелекенĕ — хĕрарăм. Телейлĕ çемьере çеç маттур, пуян чун-чĕреллĕ ача çитĕнме пултарать. Сирĕн кил-çуртра яланах тăнăçлăх, юрату хуçаланччăр. Çĕр-шыва юрăхлă ывăл-хĕр çитĕнтерме сире ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунатăп, — терĕ вĕсене саламласа Людмила Кирилловна.

Наталья Геннадьевнăпа Владимир Сергеевич Жуковсен çемйинче ывăл, Ростислав, çуралнă. Çемьере асли — хĕр пĕрчи — шăллĕшĕн питĕ хĕпĕртенĕ. Жуковсем иккĕшĕ те райпора тăрăшаççĕ: Наталья «Гастроном» магазин сутуçи, Володя — водитель.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика