Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Туслă коллективра ĕç те кал-кал пырать

04 декабря 2013 г.

Наталья Мухина Комсомольскинче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра хĕр, амăшĕ пек, экономика пĕлĕвĕ илме ĕмĕтленнĕ.

«Хальхи пекех ас тăватăп: анне, Людмила Михайловна, килте çĕр çывăрмасăр отчетсем тăватчĕ. Ун чухне калькуляторсемпе мар, счетсемпе шутланă», — терĕ вăл ачалăхне аса илсе.

2004 çулта Наташа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен куçăмлă майпа вĕренсе тухать, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче учительте тăрăшать.

«Педагог пулма пÿрменнине, ĕç чуна пыманнине ăнлансанах урăх çĕре — районти налуксемпе пуçтарусен 2-мĕш №-лĕ инспекцине — куçрăм», — терĕ Наталья Владимировна. Мал ĕмĕтлĕ хĕр кунта ĕçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа тата икĕ аслă вĕренÿ заведенине ăнăçлă пĕтерет, юристпа финансист дипломĕсене алла илет.

Паянхи кун Наталья Мухина — 2-мĕш №-лĕ налук инспекцийĕн пĕтĕмĕшле пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.

Ĕçре кăна мар, обществăлла пурнăçра та хастар вăл. Акă, управлени çулран-çул ирттерекен спартакиадăна та хутшăнать, лайăх кăтартусемпе палăрать. Уйрăмах хĕр волейбол, шашка ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнать.

«Маттур, тăрăшуллă», — теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Унпа пĕрле кабинетра ларакан Андрей Можаев та коллективра ырă ята тивĕçнĕ. Вăл — пай начальникĕн çумĕ. Хăйне шаннă ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлать.

Андрей Николаевич кунта 2004 çулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан, тимлеме пикеннĕ. Амăшĕ, Галина Алексеевна, чылай çул бухгалтерта ĕçленĕ май, шут ĕçне суйлама сĕнÿ-канаш панă. «Ĕçне кура — хисепĕ», — теççĕ халăхра.

Андрей Николаевич кĕске вăхăтрах ахаль специалистран начальник çумĕн должноçне те йышăннă. Андрей хаклă мăшăр тата атте — çемье пуçĕ. Виçĕ çулти Рома ашшĕне ĕçрен чăтăмсăр кĕтет, урамра футбол çăмхине пĕрле хăвалама ĕмĕтленет.

— Ĕçе питĕ юрататпăр. Паллах, пирвайхи çулсенче йывăрлăхсем пулнă, пулман мар. Кирек мĕнле ĕçре те тăрăшмасан нимĕн те пулмасть. Юнашар яланах опытлă наставник пулни пире вăй-хăват панă, парать те, — терĕç иккĕшĕ те, Татьяна Сергеевна Чапрасовăна тав сăмахĕ каласа.

Туслă коллективра ĕç те кал-кал пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем тăрăшнипе налуксемпе пуçтарусем мĕн пур шайри бюджетсене пĕлтĕрхинчен чылай ытларах кĕнĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика