Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Дипломсене тивĕçнĕ

04 декабря 2013 г.

Нумаях пулмасть Шупашкар хулинчи Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче халăх юррисене юрлакансен регионсем хушшинчи «Ай, юрлар-и;» V конкурсĕ иртнĕ. Ăна халăх юррисене пухакан Ираида Вдовина юрăç çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Конкурса чăваш халăх юррисене сарас, пултаруллă юрăçсене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта музыка училищин студенчĕсемпе хăй тĕллĕн вĕреннĕ юрăçсем хутшăннă. Чăваш Республикинчи «Кунер», «Сурпан», «Валинке», «Каçал» ансамбльсем куракансене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Пирĕн ентешсем те палăрнă конкурсра. Сăмахран, «Каçал» халăх фольклор ансамблĕнчи арçынсен ушкăнĕ халăх юррине илемлĕ шăрантарса диплома тивĕçнĕ. Петр Баринова юрра хăйне евĕр илемлĕ шăрантарнăшăн Дипломпа тата парнепе чысланă. Çавăн пекех студентсем хушшинче Наталия Михайлова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика