Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Асра юлмалли экскурси

04 декабря 2013 г.

Нумаях пулмасть Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 7 «б» класĕнче пĕлÿ пухакансем И.Арбузова, Н.Сереброва вĕрентекенсемпе пĕрле Тăвай районĕнчи Енĕш-Нăрваш ялĕнчи историпе мемориал музейне çитсе курчĕç. Музей директорĕ В.Петров унăн историйĕпе, кун-çулĕпе туллин паллаштарчĕ.

Музей унччен И.Я.Яковлев тăрăшнипе уçăлнă шкулта вырнаçнă. Кунта тĕрлĕ документсем, экспонатсем упранса юлнă. Музейре паллă чăваш халăх артисткине В.К.Кузьминана халалласа ятарлă выставка та хатĕрленĕ. Çавăн пекех кунта тĕрлĕ çĕр-шывсенчи укçа-тенкĕпе, Аслă Отечественнăй вăрçăран янă салтак çырăвĕсемпе, тум-тирĕпе, ĕлĕк килте усă курнă чашăк-тирĕкпе, савăт-сапапа паллашма интереслĕ пулчĕ.

Экскурсие вĕçлесе Сикте çăл куç патĕнче пулса куртăмăр. Шăпах çак вырăнта пĕрремĕш ял çыннисем пуçласа тĕпленнĕ.

Экскурси пурин кăмăлне те кайрĕ.

Н.СЕРЕБРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика