30 ноября 2013 г.
Ĕнер Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 5-мĕш «б» класра пĕлÿ пухакансем Йĕпреç район прокурорĕпе, юстицин аслă советникĕпе Валерий Гришинпа тĕл пулчĕç.
Прокуратура ĕçченĕ вĕренекенсемпе «Экстремизмпа терроризма çул çук» темăпа калаçу ирттерчĕ. Мероприятире прокурор экстремизмпа терроризмăн сăлтавĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Валерий Алексеевич çавăн пекех вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине те тулли хуравсем пачĕ.
Çитес кунсенче В.Гришин пиллĕкмĕшсене РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайне экскурсие илсе кайма шантарчĕ.
И.СОЛОВЬЕВА.
Источник: "Каçал Ен"