Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хÿтĕлевçĕсене манар мар

23 ноября 2013 г.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрлесе иртнĕренпе кăçал 68 çул çитрĕ. Вăл хĕн-хурлă пулнине, нумай-нумай çемьене асаппа терт илсе килнине аслă ăрури çынсем çеç ас тăваççĕ пулĕ. Вĕсем çав вăрçă чăннипех те çĕр-шыва пысăк хурлăх кÿнине хăйсем чăтса ирттернĕ, асĕнче ĕмĕрлĕхе юлнă. Ку умсăмаха мĕншĕн каларăм-ха; Питĕ сахалăн юлнă вăл вăхăтра пурăннă, халĕ пирĕн хушăра çÿрекен ветерансем. Ветерансем текен сăмаха пысăк сас паллисенченех çырас килет. Комсомольски ял тăрăхĕн территорийĕнчи ялсенче вăрçă хăрушлăхне курнă, çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă çынсем сахаллăн юлнă. Çак кунсенче эпĕ Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнакан Андрей Димитриевич Митюковпа курса калаçрăм. Вăл, 1926 çулта çуралнăскер, 1943 çулта 18 çул тултарнă-тултарманах çар ретне тăнă. Çак тапхăрта Хĕрлĕ çар нимĕç фашисчĕсене хăйсен «йăвинелле» хăваласа пынă. Çĕнĕрен çĕнĕ хуласене тискер тăшмансенчен ирĕке кăларнă. Андрей Димитриевич калаçура хăй пулнă вырăнсене уçăмлăн аса илеймерĕ. Мĕн тăвăн, çулсем хăйсеннех тăваççĕ. Германире службăра тăнине лайăх ас тăвать. 1950 çулччен унта пулнă вăл. Эпĕ ăна татах калаçтаратăп. Пуйăс Хĕвел анăçнелле пĕр вĕçĕмсĕр кайнă. Тăхтавсем пулнах ĕнтĕ: мунча кĕнĕ, çĕнĕ инструктажсем... Тÿрех вăрçа кĕртме тăхтаса тăнă. Вĕсен çапăçусенчен юлнă юхăнчăксем хыççăн утса иртнĕ. Мĕн кăна курма тивмен-ши çак çулсенче унăн; Шел, ун пирки тĕплĕн каласа параймарĕ вăл. 1950 çулччен Совет Союзĕн Хĕвел анăç çарĕсенче службăра пулни çинчен çар билечĕ çирĕплетет. Малтан Андрей Димитриевич запасри 238-мĕш полкра, каярахпа стрелковăй 1082-мĕш полкра службăра тăнă. Çамрăк салтак телефон линийĕсене (уçăмлăн каласан çыхăнăва) йĕркене кĕртекенĕ пулнă. Вăрçă пынă çулсенче аманнă та. Госпитальтен сывалса тухсан каллех вăрçа кайнă. Унăн кăкăрне «Отечествăлла вăрçă» 1-мĕш степеньлĕ орденĕ, «Çапăçури хăюлăхшăн», «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальсем илемлетеççĕ. Мирлĕ пурнăçа таврăнсан А.Митюков Мария Степановнăпа пĕр çемье чăмăртанă. Вĕсем 3 ача пăхса çитĕнтернĕ. 4 мăнукĕ вĕсене савăнтарать. Халĕ Андрей Димитриевич кĕçĕн ачипе пурăнать. Хăвăра мĕнле туятăр тесен, чăвашсен сăпайлă йăлипе «çÿрекелетĕп», терĕ. Çÿремелле, утмалла, кăн-кăвак тÿпе айĕнче, сарă хĕвел çутинче савăнса пурăнмалла пултăрччĕ. Вĕсем пирки хальхи, пулас ăрăвăн манса каяс марччĕ. Халĕ вăрçă ветеранĕсем, унта хутшăннисем, тылра ĕçленисем чирлĕ, хавшак. Хăй вăхăтĕнче вĕсем пирĕн пекех çамрăк пулнă, пулас ăрушăн тăрăшнă, ĕçленĕ, çапăçнă. Ю.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика