23 ноября 2013 г.
«Ватă çын — тăватă çын», — тенĕ халăхра. Çак сăмахсене пирĕн асанне çинчен каланăнах туйăнать — вăл педагог та, повар та, агроном та, кондитер та, поэт та, кăмăллă пуплевçĕ те... Пирĕн юратнă çын, Галина Андреевна Мамуткина, çак кунсенче хăйĕн 65 çулхи юбилейне паллă тăвать. Асанне Кĕçĕн Каçал ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Валентина Герасимовнăпа Андрей Сергеевич Ижеевсем, пилĕк хĕрне пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Шкул хыççăн асанне Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ, ăна пĕтерсен вара И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университĕнче пĕлÿ пухма пуçланă, вырăс чĕлхипе литература факультетне пĕтернĕ. 38 çул вăл ачасене вĕрентнĕ. Хăйĕн юратăвне асанне тăван енрех тупнă, Фирс Борисович Мамуткинпа çемье çавăрнă. Шел, темиçе çул каялла вăл пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса ÿстернĕ вĕсем икĕ ачине. Хĕрĕ Оксана Шупашкарта судьяра, ывăлĕ, пирĕн атте, учительте тăрăшаççĕ. Асанне тивĕçлĕ канура пулсан та, халĕ те ачасемпе ĕçлет, «Кĕтне» ФСКна çÿрет, волейболла вылять. Тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтернисĕр пуçне чечексем те ÿстерет. «Ватăлма вăхăт çук, пурăннăçемĕн пурăнас килет», — тет вăл. Сăпайлă та ырă кăмăллă, çынна яланах пулăшма хатĕр асаннемĕре ял-йыш хисеплет, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртать. Асанне пире тĕрлĕ канаш парса пулăшать, яланах апат-çимĕçпе тултарнă сĕтелпе кĕтсе илет. Лайăх çын пулма, ĕçе юратма вĕрентет. — Эпĕ чăннипех те телейлĕ! Ачасем Тăван çĕр-шыва юрăхлă пулчĕç, мăнуксем хисеплеççĕ. Вĕсен ытарми ытамĕнче пурăнатăп, — мăнаçланса калать вăл. Эпир асаннене питĕ юрататпăр, хисеплетпĕр. Нумай çул пу-рăнма çирĕп сывлăх сунатпăр. Артемпа Роман Мамуткинсем.
Источник: "Каçал Ен"