Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Викторинăра палăрчĕç

20 ноября 2013 г.

Статистика тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕçĕ хăйне евĕрлĕ те кăсăклă. Кунта кашни цифрăна шута илмелле, тĕрĕслемелле, танлаштармалла — пĕтĕмлетÿ тумалла. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе халăх шухăшне палăртаççĕ. Тата ытти çĕнĕлĕхсем те чылай кунта, каласа та пĕтереймĕн.

Нумаях пулмасть вара вĕренекенсем ститистика çинчен мĕн пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе Чăвашстат «Чудеса статистики» викторина йĕркелерĕ. Ăна Раççейри Тĕп Статистика Комитетне туса хунăранпа 150 çул çитнине, 2013 çул Пĕтĕм халăхсен статистика çулталăкĕ пулнине халалланă.

Викторинăн пĕрремĕш тапхăрĕ апрель уйăхĕнчех старт илнĕ, унта Шупашкар хулинчи шкул ачисем хутшăннă. Иккĕмĕш тапхăрне Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 7 «а», «б» класĕсенче пĕлÿ пухакансем хутшăнчĕç. Чи малтанах ачасене Чăвашстатăн районти уйрăмĕн специалисчĕ Надежда Витальевна Александрова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн учителĕ Ильхамия Хайдаровна Басырова 7-мĕшсемпе уçă урок ирттерчĕ. Кунта вăл ачасене интереслĕ фактсемпе паллаштарчĕ. Сăмахран, Раççейре Статистика уйрăмĕн пĕрремĕш ертÿçи К.Герман пулнă. Вырăс писателĕ А.Чехов та переписчик пулса ĕçленĕ иккен. Чăваш халăхĕн паллă çыннине И.Я.Яковлева 1897 çулта «Пĕрремĕш перепи-çе хастар хутшăннăшăн» медальпе наградăланă тата нумай-нумай ыйту çине хурав тупрĕç вĕренекенсем.

«Викторина ыйтăвĕсем çине ачасем тĕрĕс те тĕплĕн хуравлама тăрăшнă. 7 «а» класра пĕлÿ пухакан Мария Атласкина чи нумай балл пухса викторина çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Вăл I степеньлĕ Диплома тивĕçрĕ. Станислав Черновпа Диана Санатуллина (7 «б» класс) — II тата III степеньлĕ Диплом хуçисем. Маттур! Викторинăна хутшăнса ачасем нумай çĕннине пĕлчĕç пулĕ тесе шанатăп», — терĕ викторинăна пĕтĕмлетсе Надежда Александрова специалист.

Çакăн пек викторинăсем йĕркелени ачасен тавра курăмне анлăлатать.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика