Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » «Тăрăшсан тĕллевсене пурнăçлама пулать», -

20 ноября 2013 г.

тет «Комсомольскагропромхими» ОООра вăй хуракан Виталий Кокарев. Вăл кунта 1977 çултанпах трактористра ĕçлет.

«Пысăк опытлă, тăрăшуллă»,— теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем.

Виталий Егорович техникăна яланах юсавлă тытать.

Паянхи кун предприятире 39-ăн тимлеççĕ. Вĕсенчен улттăшĕ — трактористсем.

В.Кокарев вара вĕсемшĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Çамрăксем тăтăшах унран сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ. Паха опытлă ял хуçалăх ĕçченĕ нихăçан та пулăшмасăр айккине пăрăнман, пăрăнмасть те.

Маттур механизатор хĕрÿ тапхăрта иртен пуçласа каçчен вăй хурать, вăр-вар ĕçлесе пĕтĕм çĕре ĕлкĕрме тăрăшать. Хисеплеççĕ ăна ĕçтешĕсем, кÿршĕ-аршă тата ял-йыш.

«Шкулта вĕреннĕ чухнех руль умне ларма ĕмĕтленнĕ. Хама урăх ĕçре курма та пултараймастăп. Ял хуçалăхĕнче эпĕ ĕçлеме виççĕмĕш класс пĕтерсенех пуçланă: бригадир çуллахи каникул вăхăтĕнче хирте ĕçлекенсем, колхоз выльăх-чĕрлĕхĕ валли лашапа шыв турттарма шанатчĕ. Сăмах май, анне те, Екатерина Егоровна, ĕмĕрĕпе фермăра ĕçленĕ, мана ĕçе тĕплĕн, пусăрăнса тума вăлах хăнăхтарнă», — терĕ Виталий Егорович.

В.Кокарев 9 класс пĕтерсен Канаша профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ. 1974 çулта алла механизатор дипломне илсен Комсомольскинчи «Сельхозтехникăра» ĕçлеме пуçланă. Виçĕ çул кунта тăрăшнă хыççăн «Агропромхимине» куçнă.

Виталий Егорович мăшăрĕпе, Елена Николаевнăпа, пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Вĕсем тĕрлĕ сферăра ĕçлеççĕ. Апла пулин Кокаревсен ачисем çирĕп пĕлеççĕ: кирек ăçта та хисепе ĕçпе кăна çĕнсе илме пулать. Çакна тĕпе хурса вĕсем полицейскинче, строительте тата ытти профессисемпе тимлеççĕ те.

«Ĕçне кура — хисепĕ», — теççĕ халăхра. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕнче вăл ЧР Президенчĕн Тав хутне тивĕçнĕ.

«Ку награда мана тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет», — тет ĕçне чунтан парăннă тракторист.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика