Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ача сачĕ алăкĕсене уçрĕ

13 ноября 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Комсомольски районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.

Комсомольски ялĕнче Михаил Васильевич 145 вырăнлăх çĕнĕ ача садне уçма хутшăннă. Ăна «2011-2020 çулсенче Чăваш Республикинче шкулчченхи вĕрентĕве аталантарасси» программăна пурнăçласа тунă. Объект строительствине бюджетран 86 млн тенке яхăн хывнă, ăна хута яни Комсомольски районĕнче черетре тăнă, 3 çул тултарнă мĕн пур ачана садик вырăнĕпе тивĕçтерме май панă.

Каçалсене çак ятпа саламланă май Михаил Игнатьев ку кăçал Чăваш Енре хута янă пиллĕкмĕш ача сачĕ пулнине палăртнă. Çулталăк вĕçлениччен çакнашкал тата 6 садик хута каймалла. Çитес çулсенче вĕсен строительствине малалла тăсĕç. Республика Пуçлăхĕ çĕнĕ çуртра ачасене воспитани памашкăн лайăх условисем пуласси пирки иккĕленменни çинчен каланă.

ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе Комсомольскинчи ача сачĕн строительстви тата ăна хута ярас енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн «Стройсервис» АХО гендиректорне Фанис Рахимзянова тата «Арка» ООО тĕп инженерне Рустям Шарафутдинова тав тунă.

Районта пурăнакансене социаллă объект уçăлнă ятпа çавăн пекех республикăн вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ПК депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов саламланă.

Михаил Игнатьев çавăн пекех Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне халалланă уяв мероприятине те хутшăннă. Ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл кăтартăвĕсемпе райадминистраци пуçлăхĕ Михаил Афанасьев паллаштарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял çыннисене ансат мар çанталăк условийĕсенче те яваплăха туйса ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тунă, аграри секторĕ республика экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлине, патшалăх хуçалăхăн мĕн пур формине аталантарас тĕллевлĕ политика тытса пынине палăртнă. Кăçал кăна патшалăх енчен Чăваш Енĕн аграри секторне кÿнĕ пулăшу 2,2 млрд тенкĕпе танлашнă.

Михаил Игнатьев ĕçе юратни тата пĕлни районта пурăнакансене экономикăпа социаллă пурнăçа аталантарас енĕпе ăнăçусем тума пулăшса пырасси çинчен каланă. Вăл район 2014 çулта Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсене ирттермелли чыса тивĕçнине аса илтернĕ, çавна май уява тивĕçлĕ шайра кĕтсе илмелле. «Хушма укçа уйăрăпăр, анчах район çыннисен хăйсен те ялсен сăн-сăпатне çĕнетес тĕлĕшпе çине тăмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Михаил Васильевич производствăра малта пыракансене Тав хучĕ, республика символикĕллĕ сехет, çавăн пекех ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене панă. Ял хуçалăх продукцийĕн куравĕпе паллашнă май республика Пуçлăхĕ ял ĕçченĕсене «Чăваш биопродукчĕ» брендпа экологи тĕлĕшĕнчен таса тавара рынока кăларас енĕпе çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каланă.

 

В.ВАСИЛЬЕВ

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика