09 ноября 2013 г.
Сăмахăм паян участок уполномоченнăйĕ Андрей Марин çинчен пырать. Унăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ те, яваплă та. Полицейски тивĕçĕ саккуна лайăх пĕлме çеç мар, çирĕп вăй-халлă, шанчăклă та харсăр кăмăл-туйăмлă пулма хистет.
А.Марин Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан çар ретне тăнă. Унтан таврăнсан Канаш хулинчи шалти ĕçсен пайĕнче водительте ĕçлеме тытăннă.
— Ĕçе кăмăл туртнипех суйласа илтĕм, çавăнпа кăмăллатăп та, — терĕ Андрей Валерьевич.
2006 çултанпа вăл районти шалти ĕçсен пайĕнче тимлет. Рядовойран капитана çитнĕскер, карьера картлашкипе малалла та хăпарма ĕмĕтленет.
«Сăпайлă, тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ», — теççĕ Андрей Марин пирки ĕçтешĕсем. Ял-йышра та пысăк хисепре. Акă, паянхи кун вăл Комсомольски ялĕпе яваплă. Паллах, икĕ пин ытла кил-çуртлă, çичĕ пине яхăн çын пурăнакан территорипе ĕçлеме те çăмăл мар. Апла пулин те паха опытлă сотрудник тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлать. Вырăна тухса çÿрет, çынсемпе тĕл пулать, калаçусем йĕркелет.
«Ĕçне кура — хисепĕ», — теççĕ халăхра. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Чăваш Республикин ШĔМĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
— Тĕрлĕ нушаллă çын валли яланах вăхăт тупмалла, итлесе сĕнÿ-канаш пама та ÿркенмелле мар. Сăмахран, нумаях пулмасть пĕр хĕрарăм пахчара ÿсекен купăстисене ют ĕне çисе яни пирки заявленипе килчĕ. Паллах, кунта тăкак тÿсекене те ăнланмалла. Ĕне хуçипе вăрçăнса ан пурăнччăр тесен вара иккĕшне те лайăх ăнлантарса парса мирлештермелле. Участок уполномоченнăйĕн пин ытла тивĕç тесе тĕрĕс калаççĕ халăхра. Йышăну тунипе кăна мар, çав вăхăтрах психолог та пулмалла, — терĕ полици капитанĕ.
Вунă çул ытла çак тытăмра ĕçлекенскертен çемье çинчен те ыйтмасăр чăтаймарăм.
— Ĕçе тĕплĕн тума, паллах, ачаранах аннепе атте — Анна Геннадьевнăпа Валерий Павлович — вĕрентнĕ. Çынна хисеплеме те вĕсемех хăнăхтарнă. Çавăнпа та çемьере ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ яланах тĕслĕх пулнă, пулать те. Техникăпа çывăх туслаштараканĕ вара — пичче Александр, — хуравларĕ Андрей Валерьевич.
Унпа пĕрле пурнăç çулĕпе тăхăр çул ытла ăнланса утакан Марина Николаевна пулни те — пысăк телей. Мăшăрĕн ĕçне хĕрарăм лайăх ăнланать. Маринсен аслă ывăлĕ Павел, виççĕмĕш класра вĕренекен-скер, ашшĕ пекех «Анискин» пулма ĕмĕтленет. «Уявпа аттене эпĕ те саламлатăп. Дневникри «тăваттăпа» «пиллĕк» паллăсем ăна парне пулччăр», — терĕ вĕренекен. Кĕçĕнни вара, Петр, ÿссе çитсен чирлисене сыватасшăн.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"