06 ноября 2013 г.
Иртнĕ кунсенче 2013 çулхи планпа килĕшÿллĕн прокуратура ĕçченĕсем районта миграци законодательствине пăснă тĕслĕхсем тупса палăртас тĕллевпе шалти ĕçсен пайĕн, федераллă хăрушсăрлăх тата миграци службисен сотрудникĕсемпе пĕрле тĕрĕслевсем ирттерчĕç.
«Энергосервис» ОООра тĕрĕслев вăхăтĕнче миграци законодательствине пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă, Узбекистан çĕр-шывĕн 9 гражданĕ çине Раççей Федерацийĕн Административлă кодексĕн 18.8 статйин 1-мĕш пайĕпе протоколсем çыртăмăр. Çавăн пекех Раççейĕн 9 гражданне те асăннă кодекспа 18.9 статйин 3-мĕш пайĕпе протоколсем çырса явап тыттартăмăр. «Энергосервис» ОООн ертÿçи ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме представлени те ятăмăр.
Пирĕн шутпа, районти паспортпа виза службин ĕçченĕсем йĕрке пăснине вăхăтра тупса палăртманшăн та яваплă. Çавна май иртнĕ кунсенче Чăваш Енри Федераллă миграци службин управленийĕн ертÿçин ячĕпе те пакунлисене явап тыттарма представлени ярса патăмăр.
А.ПЕТРОВ.
Источник: "Каçал Ен"