02 ноября 2013 г.
Комсомольски почта уйрăмĕнче тăрăшакансем Комсомольскинче, Кĕçĕн Каçалта, Васильевкăра, Дубовкăра, Çĕнĕ Каçалта, Киров поселокĕнче, Çĕнĕ Шăхранта, Виçпÿртре хаçат-журнал салатаççĕ, куллен кирлĕ таварпа тивĕçтереççĕ, пенси валеçеççĕ, газшăн, электроэнергишĕн, телефоншăн тата ыттишĕн укçа пуçтараççĕ.
— Почтальонка ĕçĕ питĕ яваплă. Пур çынпа та пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле-çке-ха унăн. Тĕрлĕ пулăшу панисĕр пуçне кирлĕ чухлĕ хаçат-журнал та çырăнтармалла. Шел пулин те, халĕ çынсем кирлĕ информацие Интернет урлă тупса вулама кăмăллаççĕ. Кашни почтальонăн — уйрăм план. Ун тăрăх ĕç укçи те килет. Вăрттăнлăх мар — почтальонра ĕçлеме йывăр. Акă, Кĕçĕн Каçал ялĕнче почтальонсем икĕ-виçĕ уйăхра кăна иккĕн улшăнчĕç. Тĕп сăлтавĕ — ĕç укçи пĕчĕк пулнинче», — терĕ Комсомольски почта уйрăмĕн начальникĕ Маргарита Индюкова.
Хуть мĕнле ертÿçĕне те чи малтанах статистика кăсăклантарать-çке. Паянхи кун Комсомольски ял тăрăхĕнче çынсене 3272 экземпляр хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан 50 экземпляр ытларах.
Коллективра пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе ĕçлеççĕ вĕсем. Типĕ, уяр çанталăкра велосипед çине лараççĕ те кирлĕ çĕре вăхăтра çитме васкаççĕ. Шартлама сивĕ-и е çапса çумăр çăвать-и — почтальонсем тулли сумка çакса çула тухаççĕ, хаçат-журнала çынсем патне вăхăтра çитерме тăрăшаççĕ.
Пенси укçи валеçес умĕн вĕсемпе тăтăшах почта уйрăмĕн начальникĕ ятарлă инструктаж ирттерет, хăрушсăрлăх правилисене ăнлантарать.
Надежда Анатольевна Тимофеева, Ольга Валерьевна Павлова, Зинаида Павловна Краснова, Марина Геннадьевна Чернова почтальонсем — чи пултаруллисен шутĕнче. Çавăнпа та вĕсем ял-йышра, коллективра чыс-хисепе тивĕçнĕ. Акă, Мария Николаевна Алексеева, тивĕçлĕ канура пулсан та, хăнăхнă ĕçне пăрахмасть. Ирина Бородкина, нумаях ĕçлемест, çапах тăрăшулăхпа палăрнă.
— Кашни килтех «Каçал ен» тата ытти чăваш хаçачĕсене çырăнаççĕ ял çыннисем. Кирек мĕнле хаçатри кăткăс статьяна та пĕр урамра пурăнакансем пухăнса сÿтсе яваççĕ, — терĕ Завод урамĕнче килсене хаçат-журнал валеçекен çамрăк почтальон.
Почта уйрăмĕнче пĕр подписчикпа та калаçу пуçартăм. «Район хыпарне пĕлмесĕр юлас килмест. Хаçат-журнал вуламасан мĕнле пурăнăн; 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта та «Каçал ене» алăран ярас марччĕ», — терĕ вăл.
...Çăмăл мар почтальонсен ĕçĕ, кашни çын кăмăллă пултăр тесен ырми-канми тăрăшмалла. Ман шутпа, ĕçрен хăраман, ăна чунтан парăннă çынсем кăна почта тытăмĕнче нумай çул ĕçлеме пултараççĕ. Шăпах çавăн пек хастар ĕçченсем тăрăшаççĕ те ĕнтĕ Комсомольски почта уйрăмĕнче.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"