Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ыттисемшĕн те – тĕслĕх

26 октября 2013 г.

Владимир Калашников, районти суд приставĕсен уйрăмĕнче нумаях ĕçлемест пулсан та, чыс-хисепе тивĕçнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — суд залĕсенче йĕркелĕхе тытса тăрасси.

Спортпа яланах туслăскер, Владимир Леонтьевич ЧР Суд приставĕсен управленийĕ ирттерекен пур ăмăртăва та хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать.

Акă, нумаях пулмасть вăл кире пуканĕ йăтассипе ăмăртура пĕрремĕш вырăна (24 килограмлă кире пуканне 5 минутра 55 хутчен çĕклесе) çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех ăста суд приставĕ 3 километра чупса тата Макаров пистолетĕнчен тĕл персе (двоеборье) республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă, наградăсене тивĕçнĕ.

— Спорт ĕçре пулăшнă, пулăшать те,— терĕ суд приставĕ.

Сăмах май, суд приставĕсен ĕçĕ пĕртте çăмăл мар, анчах та пархатарлă. Вĕсем налук службин, районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрле тăтăшах тĕрлĕ рейдсене хутшăнаççĕ, укçа-тенкĕ шыраса илсе хыснана куçарса параççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика