26 октября 2013 г.
Пирĕн хушăра ĕçчен те сăпайлă çынсем чылай. Вĕсем нихăçан та хăйсен ĕçĕпе мухтанмаççĕ, чун туртнине пурнăçлаççĕ.
Чĕчкен ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Комсомольскинче пурăнакан Семигулла Хамидуллина шăпах çавăн пек çын тесе шутлатăп.
— Руль умĕнче эпĕ — 42 çул ытла. Мĕн ачаран çак профессипе ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Пĕрремĕш наставник атте, Сеидзада Камальдинович, пулнă. Вăл, трактористра чылай çул ĕçленĕскер, мана руль умне лартса ярăнтарнă, çак профессие юратма хăнăхтарнă, — терĕ С.Хамидуллин.
Ялта 8 класс пĕтерсен каччă Комсомольскинчи «Сельхозтехникăра» трактористсен курсĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Канашри ДОСААФ шкулĕнче водителе вĕреннĕ, алла руль умне ларма ирĕк паракан «А»-па «В» категорисемлĕ свидетельство илнĕ. Ун хыççăн водитель икĕ çул Красноярск тăрăхĕнче хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан Канашри автобазăра тимленĕ, тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçланă.
— Водительсем пĕр-пĕринпе яланах туслăччĕ. Аслисем çамрăксене кирек хăш вăхăтра та сĕнÿ-канашпа пулăшнă. Çавăнтанпах асра тытатăп: водителĕн техникăна яланах таса та юсавлă тытмалла, кирек хăш вăхăтра та рейса тухма хатĕр пулмалла, — терĕ Семигулла Сеидзадович.
Каярахпа вăл Комсомольскинчи сăра заводĕнче ĕçленĕ. Унта та водитель çаврăнăçулăхпа пултарулăх кăтартса ăста специалист пулнине, ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупнине кăтартнă.
Çур ĕмĕре яхăн руль умĕнче çÿрекенскере районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД сотрудникĕсем çул-йĕр çинче аварисĕр, тĕрĕс-тĕкел çÿренĕшĕн нумай хутчен «Чи лайăх водитель» ята та панă, Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"