23 октября 2013 г.
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх Раççейре те, республика шайĕнче те чи анлă сарăлнă темăсенчен пĕри пулса тăчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пакунлисем тăтăшах вĕренÿ учрежденийĕсенче профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ.
«Çул-йĕр правилисене пĕлменнине, пăхăнманнине, тимсĕрлĕхе пула мĕн чухлĕ авари пулать, нумай çын пурнăçĕ татăлать. Йĕркене пăснă водительсем те, çуран çÿрекенсем хăйсен айăпĕпе те инкеке лекнĕ тĕслĕх нумай», — терĕ районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕ Николай Тумаланов.
...Ачасем çул çинче асăрханусăр пулни шиклентерет те, шухăшлаттарать те. Çавăнпа та вĕсемпе тĕрлĕрен калаçусем, викторинăсем, конкурссем йĕркелемелле. Ку енĕпе ГИБДД ĕçченĕсен çеç мар, вĕрентекенсен те тăрăшулăх кăтартмалла.
Акă, иртнĕ кунсенче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕ те ĕнтĕ полици ĕçченĕ.
«Иккĕ» паллă илсен тÿрлетме пулать. Çул çинчи инкеке ниепле те тÿрлетме çук. Çавăнпа та яланах асăрхануллă, тимлĕ пулмалла. Çул-йĕр правилисене пăхăнмалла», — терĕ Николай Геннадьевич ачасемпе ирттернĕ калаçура.
Тĕл пулăва хутшăннă вĕренекенсем ГИБДД инспекторне нумай ыйту пачĕç, тулли хуравсем илчĕç. Çул çинче никамăн та тимлĕхе çухатмалла мар. Сыхланакана Турă сыхлать, теççĕ.
Район территорийĕнче кăçалхи январь—сентябрь уйăхĕсенче 23 автоавари пулнă, вĕсенче 6 çын пурнăçĕ татăлнă, 32-ĕн сусăрланнă.
Асăннă тапхăрта çуран çÿрекенсен айăпĕпе район территорийĕнче 5 авари пулнă.
Кăçалхи 9 уйăхра районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем ГИБДД инспекторĕсем пулăшнипе 12 преступлени тупса палăртнă, пĕлтĕр çак тапхăрта — 11 преступлени.
М.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"