Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Явалăха туйса ĕçлеççĕ

23 октября 2013 г.

«Чи тутлă сăра çакăнта кăна сутаççĕ», — тесе калаçса пыраççĕ ытти регионтан килнĕ çынсем Комсомольскинчи Завод урамĕнчи «Кооператор» ОООн магазинĕн картлашкипе çÿлелле хăпарнă май. Пушă пластик савăтсем туянчĕç те сутуçăна тултарса пама ыйтса васкамасăр тÿлеме тытăнчĕç. Çав хушăра вĕсемпе калаçу пуçартăм. Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсемех иккен. «Кирек кам та Шупашкара е ытти хуласене Комсомольски патĕнчен иртсе кайнине пĕлсенех çак тутлă сăрана туянма саккас паратпăр. Халĕ, акă, эпир тус-юлташсем валли туянтăмăр», — терĕç аякри ентешсем.

Тутлă сăрапа кăна мар, ассортименчĕпе те пуян магазин. Витринăсем çинче тĕрлĕ пылак шыв, кондитер изделийĕсем тата ытти япала нумай. «Пурне те «Кооператор» комбинат туса кăларать», — терĕ Антонина Артюшкина сутуçă. Вăл кунта 1994 çултанпа вырăна улăштармасăр ĕçлет. Маларах сăра заводĕнче вунă çул ĕçленĕскер, каярах магазинта тăрăшма пуçланă.

Сменăра унпа пĕрле — Надежда Владимирова сутуçă. Вăл кунта 1989 çултанпах ĕçлет. Шаннă ĕçре тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçлама тăрăшаççĕ хĕрарăмсем. Ахальтен мар ĕнтĕ Антонина Петровнăна Раççей Центросоюзĕн паллине те парса чысланă.

Туслă коллективра 6-ăн ĕçлеççĕ: магазин заведующийĕ Галина Николаевна Филиппова, Минсария Сафиулловна Шакурова, Гюзелия Низаметдиновна Юмакова тата Антонина Витальевна Гончарова сутуçăсем. Ума лартнă плана тăтăшах пурнăçлаççĕ вĕсем. Акă, иртнĕ уйăхра кăна 1 миллиона яхăн тенкĕлĕх тавар сутнă.

«Яваплăха туйса ĕçлеççĕ суту-илÿ ĕçченĕсем. Куллен кирлĕ тавара туянакан патне вăхăтра çитереççĕ. Килекене йăл кулăпа кĕтсе илсен, ăшшăн сăмахласан, кашни килмессерен мĕн ыйтнипе тивĕçтерсен, çакăнта туянакансем те туртăнаççĕ», — теççĕ кунта ĕçлекенсем пирки.

«Пирĕн ĕçре чи кирли —тавар туянакансем тулли кăмăлпа тухса кайни, татах та килсе çÿрени. Суту-илÿре урăхла май та çук. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлетпĕр, тавар туянакансене кăмăллăн кĕтсе илсе ăшшăн ăсататпăр», — терĕç Антонина Петровнăпа Надежда Николаевна.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика