Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçре маттур, килте те пăрчăкан пек вăр-вар

19 октября 2013 г.

Людмила Евреева Пермь облаçĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Хусанти профессипе техника училищинче контролер-станочник специальноçне алла илнĕ, çар заводĕнче ĕçленĕ.

— Мăшăрăмпа, Николай Ивановичпа, 1979 çулта Тутарстан Республикин Кайпăç районĕнчи Терпит ялĕнче паллашрăм. Вăл вăхăтра аттепе анне унта пурăнма куçса килнĕччĕ... Пĕрре курсах килĕштертĕмĕр пĕр-пĕрне. Вăтăр пилĕк çула яхăн пурнăç çулĕпе пĕрле алла-аллăн утатпăр, — аса илчĕ çамрăклăхне Людмила Ивановна. Евреевсем çемье çавăрсан çулталăкран Комсомольски районне куçса килеççĕ.

Районти тĕп больницăра Людмила Евреева 1989 çултанпа медрегистраторта тăрăшать. Иртнĕ кунсенче эпĕ унта çитсе куртăм. Паха опытлă медицина ĕçченĕ чирленĕ çынран мĕнле врач патне килнине ыйтса пĕлчĕ. Тепри ыран валли шăл врачĕ патне çырăнасшăн. Çав вăхăтрах телефонпа виççĕмĕшĕ шăнкăравларĕ. Ăна та Людмила Ивановна электронлă мелпе куç врачĕ патне çырăнтарчĕ, тепĕр эрнере специалист патне килмеллине пĕлтерчĕ. Тĕп хуламăрти ытти больницăсене те электронлă майпа черете тăратаççĕ кунта.

Тĕп больницăра пиллĕкмĕш тĕп врачпа ĕçлекенскер, аслисем кĕçĕннисемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнине те лайăх пĕлет шурă халатлă ĕçчен. Çавăнпа та вăл ватăсемпе ватă пек, çамрăксемпе çамрăк пек калаçать.

«Вăхăтлă сĕнÿ-канаш парать. Яланах чирлисемпе те ăшшăн пуплет», —теççĕ Л.Евреева пирки коллективра. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна кăçал район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Икĕ ача — ывăлпа хĕр — çуратса ÿстернĕ Евреевсем.

Ĕçре маттур, килте те пăрчăкан пек вăр-варскер, нихçан та алă усса лармасть асанне-кукамай, тăтăшах тăватă мăнукĕ валли алсиш-нуски çыхать.

Тивĕçлĕ канура пулсан та юратнă ĕçне куллен васкать вăл.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика