Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ял хуçалăхне специалистсем çитмеççĕ

12 октября 2013 г.

Юлашки çулсенче ĕç шыраса хăшкăлакан чылай. Çав вăхăтрах районти ял хуçалăх предприятийĕсем специалистсем кирлине пĕлтереççĕ. Акă, «Восток» кооперативра тĕп бухгалтер, тĕп агроном, тĕп зоотехник, инженер тата ветеринари фельдшерĕ çук. Кунта ĕç укçи 11172—10000 тенкĕ тÿлеме шантараççĕ. «Урожай» колхозра та икĕ тĕп специалист — инженерпа зоотехник — шыраççĕ (10000 тенкĕ). «Рассветра» вара трактористпа конюха, сварщика, «Заря» ЯХПКра хуралçăпа лаборанта хаваспах ĕçе илĕç. «Айсын» хресченпе фермер хуçалăхĕнче тата Агамирян уйрăм предпринимателĕн сыр цехĕнче тĕрлĕ ĕç тăвакансен (5-шер çын), Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче доярка, «Слава картофелю» агрофирмăра 2 механизатор вырăнĕсем пушă. «Молочный двор» ОООра 2 водитель, лаборант, технолог, «ТАВ» ОООра кассир, кадрсемпе ĕçлекен инспектор, воспитатель кирлине пĕлтереççĕ. Вĕсенче шалу виçи 5205 тенкĕрен пуçласа 8000—10000 тенкĕ таран шантараççĕ..

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика