09 октября 2013 г.
«Кĕрĕр, мĕн ыратнине тухтăра каласа парăр», — терĕ кăмăллăн ăшă сăмахсемпе Фаина Чернова алăка уçса кĕрекене. Вăл — районти тĕп больницăн неврологи кабинечĕн медсестри. Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ ун çинчен коллективра, ял-йышра ырăпа кăна калаççĕ.
Ф.Чернова Кĕçĕн Каçалта çуралса ÿснĕ. Хĕр ача шкулта вĕреннĕ чухнех медицина ĕçченĕ пулассине çирĕп пĕлнĕ. Урăхла май та çук. Мĕншĕн тесен Фаинăн амăшĕ, Нина Алексеевна Кокорева, 40 çул ытла сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçленĕ. Хĕр ачишĕн вăл яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă, Фаина унăн çулĕпе кайма шутласан питĕ савăннă шурă халатлă ĕçчен.
Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртсе Фаина Валерьевна Комсомольски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Канашри медицина училищинче пĕлÿ пухма тытăнать. 1989 çулта алла диплом илсен районти тĕп больницăра тăрăшма пуçлать.
«Чи хакли те чи кирли мĕн-ши вăл медицина ĕçченĕшĕн;» — ыйтрăм Ф.Черновăран. «Паллах, çын хисеплени. Сывалса йăл кулса тав туни вара темрен те паха», — терĕ вăл.
Пĕр ывăл пăхса çитĕнтерет Фаина Валерьевна. Женя, 8-мĕш класра çеç вĕренет пулсан та, ÿссен кам пуласса халех шутласа хунă. «Кукамайпа анне пек, шурă халатлă çын пулма, сывлăх сыхлавĕн хуралĕнче тăма ĕмĕтленетĕп», — тет шкул ачи.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"