Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Маттур хĕрарăм

05 октября 2013 г.

«Тивĕçлĕ канăва тухсан чир-чĕрĕ те тупăнсах тăрать-çке», — тет темиçе теçеткерен иртнĕ кинемей, И.В.Корниловаран медицина енĕпе сĕнÿ-канаш ыйтма пынăскер. Ватă çынна вара Ирина Владимировна мĕнле эмел ĕçмеллине, епле хусканусем тумаллине васкамасăр ăнлантарчĕ. Урăхла май та çук. Шурă халатлă ĕçченсем сывлăх хуралĕнче ирĕн-каçăн тăраççĕ.

Ирина Корнилова Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере пиллĕкĕн пулнă вĕсем: 3 ывăлпа 2 хĕр. Хĕр ачан ашшĕпе амăшĕ, Тамара Ефимовнăпа Владимир Семенович, ачисемшĕн ялан ырă тĕслĕх пулма тăрăшнă, тăрăшаççĕ те. Ирина вĕренÿре те, обществăлла ĕçре те малтисен ретĕнче пулнă.

«Аннÿ пекех маттур»,— тетчĕç мана. Хусканура пурнăç пулнине эпĕ мĕн ачаранах лайăх ăнланнă. Ялти ачасенчен никам та ĕçрен пăрăнман пирĕн вăхăтра», — аса илчĕ çамрăклăхне медицина ĕçченĕ.

Шкулта вĕреннĕ чухнех хĕр сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшма ĕмĕтленнĕ. Врачсем, медсестрасем çинчен ÿкернĕ фильмсем, кĕнекесем вулама кăмăлланă. Хăйĕн организмне те физкультурăпа тата спортпа пиçĕхтерме манман: çуран тата йĕлтĕрпе чупассинче, волейбол, баскетбол вăййисенче пысăк çитĕнÿсем тунă. Шашкăлла выляса та малти вырăнсене тухнă.

Ирина 1993 çулта Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче алла аттестат илсе Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен районти тĕп больницăра ĕçлеме пикеннĕ. Паянхи кун И.Корнилова — поликлиникăн аслă фельдшерĕ.

— Районти пур фельдшерпа акушер пункчĕсенче тăрăшакансемпе семинарсем ирттеретĕп, вĕсене çĕнĕлĕхсемпе паллаштаратăп. Отчетсем йышăнатăп, — ăнлантарчĕ вăл.

И.Корнилова коллективра пысăк хисепре, мĕншĕн тесен вăл пурне те пулăшма тăрăшать, кашнин валли ăшă сăмах тупать. «Сывалма килнисем тав сăмахĕ калани — пирĕншĕн чи хысăк хисеп», — тет шурă халатлă ĕçчен.

Ирина Владимировна ĕçре кăна мар, килте те вăр-вар. Килĕнче пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать.

Мăшăрĕпе, Алексей Никоновичпа, икĕ ывăл çитĕнтереççĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика