Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Утрав çинчи урам

05 октября 2013 г.

Йĕпе-сапаллă çанталăк чăннипех пурне те йăлăхтарса çитерчĕ. Кашни кун çăвакан çумăр ĕçлеме те, канма та памасть. Тухса çÿреме те кансĕр вĕт. Çакăн пек вăхăтра килте ăшă пÿртре çеç лармалла та. Ун пек тума май çук, ачасен шкула, садике каймалла, ĕçе васкамалла.

— Ир-ирех ĕçе тухмалла, каçхине киле таврăнмалла тесен чун сÿ! тăвать. Йăлăхтарсах çитерчĕ ĕнтĕ, район центрĕнче пурăнатпăр, пылчăк ăшĕнчен тухаймастпăр, — тарăхса каласа парать пĕр хĕрарăм магазин умĕнче пĕлĕшне.

Утса пыратăп та тĕлĕнетĕп, районта кун пек урам ăçта пур-ши тетĕп. Ыйтса пĕлсе, çитсе курас шухăш пуçа канăç памарĕ. Нумай шырамарăм, Комсомольски ялĕ пысăках мар. Урамне те тупрăм, çыннисемпе те паллашрăм. Ĕненмесен çав çÿлти çĕнĕ касса, Чернов урамне, пырса курăр. Кунта çумăр çусан тарăн атăпа та кĕме кансĕр, çапах çынсем пурăнаççĕ, ĕçе çÿреççĕ. Кунсерен кашниех хăй вырăнне васкать. Аслăрах çултисен пылчăк çăрма вăй пур тейĕпĕр, шкул, садик ачисен еплерех утмалла-ши çакăнта?

— Çĕр лаптăкĕсене вăхăтĕнче, пире илĕртсе-и, асфальт çул, сенкер çулăм, электрификаци, шыв, уйрăм канализаци пулать тесе сутса пĕтерчĕç, пушă вырăн çук. Кайран аран-аран шывпа çутă туса пачĕç, ытти пирки манчĕç. Çак урамра эпир, çамрăк çемьесем, пилĕк çул хытарнă çулсăр, сенкер çулăмсăр пурăнатпăр. Влаçра ларакансем кашни çулах сенкер çулăм кĕртсе пама шантараççĕ, ĕçне паянхи кун та пурнăçламаççĕ. Бюджетра çак тĕллев валли укçа-тенкĕ уйăрманни — тĕп сăлтав. Укçи-тенкине вара майне тупсан çитерме çук-ши? Çын нушине ăнланас темеççĕ, çавă çеç. Сăмахран, кăçал çĕнĕ садик валли хир урлă, урам вĕçĕнчен «сенкер çулăм» илсе кайма пăрăхсем хучĕç. Пирĕн урама утрав пек тăратса хăварчĕç. Чернов урамĕ урлă янă пулсассăн, кунта пурăнакансем тем пекех савăнĕччĕç. Çук, кашни çулхи шанăçпа каллех хĕле кĕретпĕр, каланкка хутатпăр, — терĕç пăшăрханăвне пытармасăр унта пурăнакансем.

Урам хирте утрав пекех ларнипе килĕшетпĕр: кĕрсе тухас тесен урам пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук. Кам ăçтан, мĕнле çÿреме пултарать, çавăн пек çул тупать. Çул туса парас тесе-ши тăм, çĕр килсе тăкнă-ха кунта, анчах та ĕçе пуçăнман. Енчен те кĕркуннехи-çуркуннехи, хĕллехи вăхăтра инкек сиксе тухас пулсассăн, кунта пурăнакансен мĕн тумалла-ши? Ларса йĕмелли çеç юлать. Пулăшу çитессе кĕтсе илеймĕн.

Çак урамра пурăнакансен нушине влаçра ларакансем ăнланасса, вĕсене ыттисемпе пĕр тан пурăнма условисем туса парасса шанас килет.

КĔТНЕ КĔЛПУКĔ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика