02 октября 2013 г.
Çын пурлăхне хапсăнса пĕрре кăна мар суд тенкелĕ çине ларни, явап тыттарни те хăратман ăна. Комсомольски ялĕнче пурăнакан О.Зубунов ирĕке тухсан та çав çулпах малалла утнă. Сăмахран, 2010 çулхи апрель уйăхĕнче вăл Комсомольскинчи Центральнăй урамри 115-мĕш çуртри подъездран велосипед йăкăртса тухать. Çавна май велосипед хуçисене 5 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. О.Зубунова пурлăх çаратнăшăн РФ Уголовлă кодексĕн 158 статйин 2 пайĕн «в» пункчĕпе айăпланă.
Айăплав ăна хăратман, сыпнăскер, çулла каллех К.Антонов микрорайонĕнчи мунчасем патне çул тытнă. Малтан пĕр мунчана кĕрет, унта вăрламалли тупăнмасть, теприне çĕмĕрсе кĕрет. Унтан электрочайник, барбекю, çĕçĕсем, магнитофон, çул çÿремелли чăматан, сумка, пылесос, электродрель, пуртă — пурĕ 7050 тенкĕлĕх тавар — вăрласа тухать.
Кăçал вара январь уйăхĕнче Йăвашкел ялĕнчи пĕр хуçалăхран кролик йăкăртать.
О.Зубунов çын пурлăхне çаратнине йышăннă. Ĕç-пуç мĕнле пулса тухнине те каласа панă.
Ăна РФ Уголовлă кодексĕн 158 статйин 2-мĕш пайĕн «б», «в» пункчĕсемпе айăпланă, 4 çуллăха ирĕк прависĕр хăварнă. Елчĕк район сучĕ йышăннă приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.
М.ЕВДОКИМОВА.
Источник: "Каçал Ен"