Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ачан малашлăхĕ воспитательтен те килет

28 сентября 2013 г.

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче воспитательсем тата шкулчченхи вĕрентÿ ĕçченĕсем професси уявне паллă турĕç.

Шăпах уяв умĕн «Колосок» ача садне çитсе куртăм, унăн заведующийĕпе Светлана Юлиановна Токмаковăпа тĕл пултăм. «Тин çеç пурнăç çулĕпе утма пуçланă ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстересси чи малтан ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ, кайран вара çак ĕçе эпир пысăк тÿпе хыватпăр. Ача садне çÿрекенсене кирлĕ воспитани парас тесе тăрăшаççĕ пирĕн ĕçченсем. Пĕчĕкскер шăпах кунта обществăра хăйне тытма, тантăшĕсемпе хутшăнма хăнăхать, коллективра пурăнма вĕренет. Ача садĕнче унăн кĕлетке тата кăмăл-сипет аталанăвĕн никĕсĕ хывăнать»,— тет Светлана Юлиановна.

Чăннипех те ача пуçласа обществăпа паллашать, таврари пулăмсене хаклама вĕренет. Унпа пĕрлех вара тĕрлĕ енлĕн аталанать. Кирлĕ занятисем йĕркелениех пепкен тавра курăмне анлăтатать. Ача садне çÿрекенсем çырма, ÿкерме, вулама, шутлама хăнăхниех пысăк çитĕнÿ.

— Пĕчĕкксене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тесе воспитательсем педагогика технологийĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, ачасене пиçĕхтересси, гимнастика тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Унпа пĕрлех хăрушсăрлăх правилисене те мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ÿстереççĕ. Тăтăшах тĕрлĕ занятисем, калаçу урокĕсем ирттерни пĕчĕккисен пĕлĕвне ÿстерме, пластилинпа е сĕтел çинчи тĕрлĕ вăйăсемпе выляни ал моторикине аталантарма май параççĕ. Маттуррисем ашшĕ-амăшĕсем, воспитательсем ертсе пынипе конкурссене, викторинăсене хутшăнаççĕ. Нумайăшĕ малти вырăнсене çĕнсе илет. Ача сачĕ те кашни çулах республикăра иртекен «Ача садне — сывлăхлă пулма», «Светофорик» конкурссене хутшăнса пĕрре кăна мар палăрнă, - тет С.Токмакова.

Ĕçри ÿсĕмсем, паллах, коллективри туслăхран, тăрăшулăхран нумай килеççĕ. «Пучахра» вара чăннипех те хăйсен ĕçне парăннă, ăна чунтан юратакан, ачасемпе ĕçлеме пултаракан воспитательсем тăрăшаççĕ. Ача садне пуçласа килекен пепкесемпе пĕр чĕлхе тупса, вĕсене килти пек условисем туса парас тĕллевпе ĕçе утать воспитатель. Вĕсенчен чылайăшĕ çак ĕçе ача сачĕ уçăлнăранпах кÿлĕннĕ. З.Ксенофонтова, Н.Сергеева, А.Петрова, В.Сенатова, А.Федосеева, Н.Долгова воспитательсем, Ф.Абдулхакова, Р.Камальдинова, Ф.Галкина, В.Жукова воспитателе пулăшакансем çак ĕçре 30 çула яхăн тăрăшаççĕ. Пысăк опытлăскерсем — нумай-нумай конкурс çĕнтерÿçисем.

Ача садне çÿрекенсен тĕрлĕ енлĕн аталанма, сывлăхне çирĕплетме майсем çителĕклех. Территоринче пепкесене уçăлса çÿремелли, вылямалли вырăн çителĕклех. Вĕсене кашни çулах май килнĕ таран юсаса çĕнетеççĕ, çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. «Пучах» ача садĕнче — хăтлă, илемлĕ, таса. Çакна кăçал Чăваш Республикин пуçлăхĕ М.Игнатьев та пысăк хак панă, Грант парса чысланă.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика