Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çĕнĕ кафе алăкĕсем уçăлчĕç

25 сентября 2013 г.

Комсомольски райповĕ районта пурăнакансене çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерме пăрахмасть. Акă, «Кĕтне» кафен подвалĕнче кăçалхи çуркунне строительство ĕçĕсем пуçланчĕç. Райцентрта пурăнакансем кунта мĕн пуласси çинчен нумай пуç ватрĕç. Çак ыйтăвăн хуравĕ юлашки кунсенче çеç уçăмланчĕ. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче вара «Сеньора» пиццери пурин валли те хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Кафен ячĕ чăвашла та, вырăсла та мар пулин те, обществăлла апатланура тăрăшакансем эпир хăнăхнă апат-çимĕçпех сăйлаççĕ. Туянакансене сĕнекен ассортимент пуяннине çÿлĕксем çинчи тавара курсанах ăнланатăн. Çапах та кунти тĕп çимĕç — пицца, ăна темиçе тĕрлине те пĕçереççĕ. Кафере вара питĕ хăтлă та çутă, «Мастер» ООО строителĕсем кÿнĕ илем куçа илĕртет. Пĕтĕмĕшле, банкет тата ачасем валли залсене Европа дизайнĕпе хăтланă. Кунта аякран килнĕ хăнасене чĕнсен те пите хĕретме тивмĕ.

Кафе-пиццерине уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев хутшăнчĕ. Михаил Романович райпо коллективне малалла шанчăклăн утнăшăн, ырă та усăллă шухăшсене пурнăçа кĕртсе пынăшăн тав турĕ. Райпо совечĕн председателĕ Евгений Карпеев обществăлла апатланăвăн тепĕр

пунктне тĕплĕн шутланă хыççăн уçма йышăннине, çакă райпошăн çеç мар, район экономикишĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕ. «Ăнăçлă ĕçлеме пултаруллă команда пур, вĕсем производство эффективлăхне ÿстерме, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вăй çитерессе шанатăп», — терĕ Евгений Иванович.

Çав кун кафене кĕрсе курнисем «Сеньора» çынсен кăмăлне шута илсе тунă апатлану предприятийĕ пулнине каларĕç. Кунта ĕçлекенсене тăрăшуллă пулма, пахалăхлĕ ĕçлеме сунчĕç. Çапла пултăрччĕ те, мĕншĕн тесен этем лайăха хăвăрт хăнăхать, ăçта ăшшăн кĕтсе илсе кăмăлпа ăсатса яраççĕ, çавăнта кăна çÿрет. Пиццери район çыннисен канмалли юратнă кĕтесĕ пулса тăрасса шанас килет. 

Л.ГЕОРГИЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика