Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Комсомольскисем — нацисен кросĕнче

25 сентября 2013 г.

Ăмăртăва Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев сывă пурнăç йĕркине килĕштерекенсене салам сăмахĕ каларĕ, физкультурăпа, спортпа яланах туслă пулма, тĕрлĕ ăмăртусене хастартарах хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Чи малтанах VIP-чупу пулчĕ. Дистанцие район администрацийĕн пуçлăхĕ

Михаил Афанасьев пĕрремĕш вĕçлерĕ. Финиша Петр Силивестров иккĕмĕш, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Юрий Скворцов виççĕмĕш çитрĕç.

Хĕрарăмсем хушшинче чи çивĕччи Галина Волкова пулчĕ. Ирина Николаевăпа Светлана Краснова иккĕмĕшĕпе виç-çĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Кун хыççăн ар çынсем, яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ дистанцисенче чупрĕç. Ар çынсем хушшинче Владимир Калашников чи лайăх кăтартупа савăнтарчĕ. Игорь Гурьянов иккĕмĕш, Виталий Автономов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем уйрăмах хастар пулчĕç кросра. Александр Соловьев, Артем Мамуткин тата Максим Самарин малти вырăнсене пайларĕç. Хĕрсенчен Ирина Тимофеева, Гелия Тазетдиновăпа Анжела Шаринкина палăрчĕç. Аслисен тĕслĕхĕпе кĕçĕн çулхисем те хавхалансах старта тухрĕç. 1—4-мĕш классенче пĕлÿ пухакан ар çын ачасенчен финиша Степа Зайцев пĕрремĕш, Никита Самуков иккĕ-мĕш, Данил Басниковпа Линар Мусаев виççĕмĕш çитрĕç. Пĕчĕк хĕр пĕрчисем те пурте çĕнтерÿ патне ăнтăлчĕç. Света Зайкова, Лиза Матросова тата Валя Козлова (сăн ÿкерчĕкре) çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарчĕç. Вĕсене вĕренекенĕсем, ашшĕсемпе амăшĕсем, ыттисем хавхалантарса тăчĕç. Нацисен кросне хутшăннисенчен чи çамрăкки вара Карина Носова пулчĕ. Аслă çулхисенчен Василий Пундяковпа Евгений Смирнов çеç чупма тухма кăмăл турĕç. Малти вырăнсене йышăннисене пурне те Хисеп грамотисем парса чысларĕç.

Çакнашкал спорт мероприятийĕсене район центрĕнче пурăнакансем сахалрах хутшăнни пăшăрхантарать. Тĕрлĕ организаци-предприятисенче тăрăшакансен ниушлĕ тухмалла марччĕ çынпа пĕрле; Килес çулсенче стадионра йыш пысăкрах пулнине, ăмăртусене хастартарах хутшăннине курасчĕ. Çемçе диван çинче вара ытти кунсенче те ачашланса ларма пулать.

Л.МУРАТОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика