Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Кавир çинчи хĕрача – турнир илемĕ

14 сентября 2013 г.

Елена Николаевна Степанова (хĕр чухнехи хушамачĕ Агусева) Канаш районĕнчи Яманкасси ялĕнче кун çути курнă. Агусевсен çемйи асăннă районти Сиккасси ялĕнче пурăннă. Лена çак ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти олимп резервин училищинче хăйне туптама пуçланă. Ун хыççăн педагогика университечĕн физкультура факультетĕнче пĕлĕвне (куçăмсăр майпа) малалла ÿстернĕ. Çав вăхăтрах Канаш районĕнчи тĕрлĕ шкулсенче физкультура учитĕлĕнче тăрăшнă, ачасене спортпа тачăрах çыхăнтарас тесе ырми-канми тăрăшнă çамрăк педагог.

2004 çулта Елена Комсомольски каччипе Алексей Степановпа пĕрлешсе çемье çавăрать.

Елена кавир çинче ирĕклĕ майпа вăй виçсе 17 çултах Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçет. Ку вăл 1997 çулта пулнă. Ун чухне Лена олимп резервĕсен, çамрăксен спорт шкулĕсен хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ирттерекен турнирне хутшăннă. Хăйĕн виçеллисем хушшинче вăй виçсе пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

Канаш районĕнчи Сиккасси вăтам шкулĕ яланах хăйĕн нумай енлĕ спортри çитĕнĕвĕсемпе палăрса тăнă. Кунтах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцийĕ те çулран çул вăй илсе пынă. Арçын ачасем кăна мар, хĕр ачасем те кавир çинче пысăк кăтартусемпе палăрса тăнă. Халĕ те çавах.

Кунти спортсменсем пирĕн районта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртекен турнирсене те хутшăнаççĕ, чемпион лентисене те тивĕçеççĕ. Вĕсен хушшинче вара Елена Степанова тĕрлĕ шайри чемпионатсене, турнирсене хутшăнса кавир çинче чăннипех те асра юлмалли çитĕнÿсем тăвать. Акă, Лена шкул ачисем тата аслисем хушшинче кĕрешсе темиçе хутчен те Канаш районĕн чемпионĕ пулса тăрать. Ку кăна та мар. Çамрăк спортсмен миçе хутчен республика чемпионĕ пулнине шутласа та кăлараймăн.

1997 çулта Лена Чехов хулинче иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешессипе хĕрсем хушшинче ирттернĕ Раççей чемпионатне хутшăнса виççĕмĕш призер пулса тăрать. Пирĕн районта Совет Союзĕн Геройне Ф.Н.Чернова халалласа ирттернĕ республика турнирĕнче Елена хăйсен виçеллисем хушшинче пурне те парăнтарса чемпион лентине çĕнсе илет. Шупашкар хулипе хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче 1998—2000 çулсенче ирттернĕ ăмăртусенче те Лена хăй ăста спортсмен пулнине тăтăшах çирĕплетет — виççĕмĕш призер хуçи пулса тăрать. 2001 çулта вара иккĕмĕш вырăна хăйĕн аллинчен вĕçертмест. 2004 çулта чĕрипе спорта парăннă хĕрача Раççейри ял тăрăхĕсенчи çуллахи пиллĕкмĕш спорт вăййисенче кавир чемпионĕ ята çĕнсе илет.

Елена Николаевна 2004 çултанпа Комсомольскинче пурăнма пуçлать. Кунта çав çул икĕ çамрăк пĕрлешнине çирĕплетсе пысăк туй кĕрленĕ. Çичĕ çул вăл районти çамрăксен спорт шкулĕнче тренер-преподавательре тăрăшать, хĕрачасене ирĕклĕ майпа кĕрешмелли вăрттăнлăхсене вĕрентет. 2011 çултанпа — «Кĕтне» спорт комплексĕн çамрăксен спорт шкулĕн методисчĕ. Туслă çемьере ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ.

Елена Николаевна паян хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Эпир ăна тулли телей, çирĕп сывлăх, ăнăçу, спортри пурнăçне малашне те пуянлатса пыма иксĕлми вăй-хал сунатпăр.

В.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика