Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçчен çынран ĕç хăрать

07 сентября 2013 г.

Комсомольскинчи Антонов микрорайонĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенчен пĕринче пĕчченех кун кунлать Валентина Ивановна Тяканова. Çÿçне кĕмĕл тĕс çапнă пулин те, пичĕ çинче пĕркеленчĕксем нумаях мар унăн, кĕлеткине тÿрĕ тытса утать, хăй сăпайлă та уçă кăмăллă. Хваттерĕнче те хăтлă, тирпейлĕ унăн, пĕтĕм япала вырăнĕнче. Рамкăри илемлĕ тĕрĕсем куçа илĕртеççĕ, çамрăк чухнехи сăн ÿкерчĕкĕсем вара куçран тимлĕн тинкернĕн туйăнаççĕ. Çак кунсенче Валя аппа сакăрвунă çул тултарать. Çавна май хисепе тивĕçлĕ кинемейĕн кун-çулĕпе вулакансене те паллаштарас килет.

Кивĕ Сĕнтĕрти Агафияпа Иван Тякановсен çемйинче виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕннĕ. Çемье пуçĕн алли пур ĕç патне те пынă. Ял çыннисем ун патне ал арманĕ, чĕрес-шетник тутарма, çава туптаттарма тата ытти ĕçсемпе те пынă. Валя пĕрремĕш класа кайнă çул Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланнă. «Çырма тетрадь те, чернил та çукчĕ çав çулсенче. Хаçат, кивĕ кĕнекесем çине хăрăмран е хĕрлĕ чĕкĕнтĕртен тунă чернилпа çырма тиветчĕ», — аса илет ачалăхне Валя аппа. Ыттисемпе пĕрле Тякановсен икĕ ывăлĕ те (виççĕмĕшĕ çамрăкрах пулнă, вăл çар ретне вăрçă хыççăн тăнă) Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Иккĕшĕ те вăрçă хирĕнчен аманса таврăннă, мирлĕ пурнăçпа нумай савăнса пурăнма тÿр килмен вĕсене, суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хĕр пĕр вăхăт колхозра бригадăра ĕçленĕ. 1955 çулта вăл Сызрань хулине тухса кайнă, кунта тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă. Вырăс каччисем хÿхĕм те яштак пÿллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ, ĕçчен чăваш пикине куç хывмасăр тăма пултарайман. Пĕрин-пĕрин сĕнĕвне йышăннă пулсан Вальăн пурнăçĕ пач урăхла çаврăнса каятчĕ пуль. Тен, ĕмĕрне юратнă çын çумĕнче, ача амăшĕн телейне курса ирттеретчĕ. Анчах хула пурнăçĕшĕн мар, тăван кĕтесшĕн ытларах тунсăхланă çав хĕр. Хăй вырăсла япăхрах пĕлнинчен вăтанни те чăрмав кÿнĕ. Тăватă çултан çуралнă ялне таврăнса Комсомольскинчи МПМКна кайса вырнаçать. Малтан техничкăра тăрăшать пĕр ĕçрен те пăрăнман хĕр, кайран — каменщика пулăшаканра. Кирпĕч, раствор е ытти япала парса тăнипе çеç çырлахман вăл, яланах каменщик кирпĕч епле хунине сăнаса тăнă, çак ĕçĕн вăрттăнлăхĕсем çинчен ыйта-ыйта пĕлнĕ. Кăштахран вара хăй те каменщик пулса тăнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки 20—30 çулĕнче пĕтĕм çĕр-шывĕпех пысăк та ударлă стройкăсем пынине астăватпăр ĕнтĕ. Пирĕн районта та çав вăхăтра нумай çĕнĕ çурт, ферма-гараж, клубсемпе библиотекăсем тата социаллă ытти объектсем çĕкленĕ. Строительство организацийĕсенче арçынсемпе танах хĕрарăмсем те чылайăн тăрăшнă. Валентина Тяканова хăйĕн пурнăçĕн вăтăра яхăн çулне МПМКпа çыхăнтарнă. «Пирĕн организаци çитмен-ĕçлемен ял районта юлман та. Акă, Çĕнĕ Мăратри, Александровкăри, Асанкассипе Тукай Мишерĕнчи икĕ хутлă çуртсене эпир хăпартнă. Комсомольскинчи К.Антонов ячĕллĕ микрорайонти сакăр çурта купаланă çĕре те хутшăннă эп. Эй, пурне те ăçтан аса илсе-çырса пĕтерĕн;» — терĕ Валя аппа эпĕ вăл тунă объектсене аса илме ыйтсан.

Чунне парса, тÿрĕ кăмăлпа, хастаррăн ĕçленĕ Валя каменщица. Ăна «Чувашколхозстройобъединени» йĕркелекен професси ăсталăхĕн конкурсĕсене те пĕрре çеç мар янă. Унта вăл предприяти, тăван район ятне нихăçан та çĕре ÿкермен, малти вырăнсемпе, Хисеп грамотисемпе таврăннă. «Ĕçне кура хисепĕ», теççĕ. Вăхăчĕпе хисепĕ те çитнĕ. Паян кун та Хисеп грамотисемпе медальсене, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе саламлă открыткăсене тирпейлĕ упрать. 1973, 1974 çулсенче Валентина Ивановнăна «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» кăкăр çине çакмалли паллăпа наградăланă. 1986 çулта вара маттур каменщица районта «Професси енчен чи лайăххи» ята тивĕçнĕ. «Чувашколхозстройобъединени» ăна «Хисеплĕ ĕç ветеранĕ» сумлă ят парса чысланă. Валентина Тяканова — ĕç ветеранĕ.

«Тивĕçлĕ канăва тухсан малтанах Валя аппа хăйне ниçта хума пĕлместчĕ. Такăрлатнă сукмакпа кашни кун утма хăнăхнăскер, юратнă ĕçĕсĕр тунсăхлатчĕ. Килте ал ĕç тума — çыхма-тĕрлеме, çăм арлама пикенсен чунĕ лăпланчĕ, йăпанăç пулса тăчĕ çакă. Ял çыннисем е тăвансем пĕр-пĕр стройка пуçарсан вара вăл нихăçан та айккинче юлман, пултарнă таран тăрăшатчĕ», — тет юнашар хваттерте пурăнакан тăванĕ Галина Волкова. Сăмах май каласан, пĕр-пĕр ĕç тумалла пулсан та кÿршисемех пулăшаççĕ хисеплĕ ватăна, унăн сывлăхĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Пĕр тăванĕсенчен халь Кивĕ Сĕнтĕрте 85 çулти Марье аппăшĕ çеç пурăнать.

Валя аппаран сывлăхĕ пирки ÿпкелешнине пĕрре те илтмен. Тĕрлĕ йывăрлăха чăтса ирттерме хăнăхнăскер те нăйкăшма юратмасть, ун пек сăмахсене яланах шÿте çавăрса ярать. Çакă Валентина Ивановна пурнăçа, çынсене юратнинчен те килетех ĕнтĕ. Паха енĕсене упраса тата чылай çул пурăнма ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунас килет ĕç ветеранне.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика