14 августа 2013 г.
Кавир çинче вăй виçсе пысăк çитĕнÿсем туса район пурнăçĕнче паллă йĕр хăварнă спорт ветеранĕсем çинчен юлашки вăхăтра «Каçал ен» страницисенче сахал мар статья пичетленчĕ. Хаçатăн паянхи номерĕнче те вĕсенчен пĕрин пирки уйрăммăн палăртса каласа парас кăмăл пур.
Василий Сергеевич Краснов 1951 çулта Комсомольскинче кун çути курнă. 1958—68 çулсенче ялти вăтам шкула çÿренĕ. Аттестат илнĕ çулхинех каччă Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрет. 1971 çулта ăна ăнăçлă пĕтерет, сывлăх хуралĕн ĕçченĕ пулса тăрать. Çак çулах Комсомольски çамрăкне çар службине илеççĕ. Çĕр-шывăн кăнтăрти чиккине виçĕ çул хураллама тивет унăн. Пограничник 1973 çулта тăван тăрăха таврăнать. Çак çултан пуçланать те ĕнтĕ Василий Сергеевичăн сывлăх хуралĕнчи пурнăçĕ. Вăл район больницин васкавлă пулăшу уйрăмĕн водителĕнче ырми-канми тăрăшать. Унтанпа шăпах хĕрĕх çул иртсе кайрĕ.
Çак сăпайлă, ырă кăмăллă, япшар чĕлхеллĕ хÿхĕм те яштака каччăпа 1975 çулта чикĕ хуралçисен кунĕнче, майăн 28-мĕшĕнче, пĕрремĕш хут тĕл пулма тÿр килчĕ. Ун чухне çĕр-шыв чиккинче çар службинче пулнисем пĕрле пуçтарăнса çак куна паллă тăвасси йăлараччĕ, халĕ те çавах. Хам та тинĕсри чикĕре службăра пулнипе пулĕ пуçланчĕ ĕнтĕ Василий Сергеевичпа çирĕп çыхăну тытасси. Çак çынна спорта чĕрипе парăннă тесен те çав тери тĕрĕс пулать. Тепĕр енчен, хăйĕн ĕçĕнче те вăл уйрăм енĕпе палăрса тăрать: тÿрĕ кăмăллă, тивĕçсĕр ĕçчен, çынна пулăшасси — пĕрремĕш вырăнта. Çавăнпах та ĕнтĕ унăн ĕç кĕнекинче вăл район больницин васкавлă пулăшу уйрăмĕн ĕçченĕ пулнине çирĕплетекен пĕртен-пĕр приказ кăна.
Мĕн пĕчĕкрен Василий çăмăл атлетикăра, йĕлтĕр йĕрĕ çинче, футбол площадкинче, лапта вăййинче палăрнă. Пĕрремĕш хут шкулти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине ăна тетĕшĕ Гурий 1961 çулта илсе пынă. Секцие йĕркелекенĕ шкулти физкультура учителĕ П.Г.Матросов пулнă. Çав куна пысăк хавхаланупа аса илет халĕ Василий Сергеевич. Районта пĕрремĕш хут йĕркеленĕ секцие «иккĕ» паллăпа вĕренекенсене пачах илмен. Пĕр-пĕр предметпа ăнсăртран «иккĕ» илсен те ăна тÿрлетмесĕр кавир çине кĕртмен. Пирус туртакан çамрăксем пирки уйрăмах çирĕп йĕрке пулнă — секцие çырăнма ан та шутла.
Василий Сергеевич вара 19 çул кавир çинчен тухман, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Ирĕклĕ майпа тата классика меслечĕпе шкул ачисем тата аслисем хушшинче кĕрешсе миçе хутчен кăна район чемпионĕ пулман пулĕ вăл. Пултаруллă спортсмен классика мелĕпе кĕрешсе республикăра та чемпион лентине çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне хăйĕн виçеллисем хушшинче вăй виçсе республикăра иртекен турнирсенче вун пĕр хутчен призерсен шутĕнчен тухман. Икĕ хутчен республикăри «Урожай» спорт обществи ирттерекен ăмăртусенче пĕрремĕш вырăна тухнă. 1968 çулта Тамбов хулинче кавир çинче ирттернĕ тытăçусенче те пирĕн спортсмен республика тата район чысне хÿтĕленĕ.
Çар службинче те Василий чăваш ятне яман. Самбо тытăçăвĕнче çар чаçĕн чемпионĕ пулса тăрать. Чикĕ хуралĕн округĕн Батумире ирттернĕ ăмăртăвĕнче çак мелпе вăй виçсе виççĕмĕш призер пулса тăрать. Нахичевань хулинче вара «Динамо» спортобщество йĕркеленĕ турнирта чемпион ятне тивĕçет. Район тулашĕнче пулнă турнирсенчен Василий Сергеевич тăватă хутчен чемпион лентипе, çичĕ хутчен иккĕмĕш, виçĕ хутчен виççĕмĕш вырăнпа таврăнать.
Паян Василий Сергеевич Шупашкарти медицина училищинче вĕреннĕ чух кавир çинчи ăсталăхне туптама пулăшнă тренерĕсене Анатолий Шайкина тата Аверкий Абрамова пысăк тав сăмахĕ каласа аса илет.
Василий Сергеевича Чăваш АССРĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин, Чăваш АССРĕн Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотисене парса чысланă. Вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ транспорт ĕçченĕ. Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ. Тăватă хутчен Комсомольски ял Совечĕн, ял тăрăхĕн депутатне суйланнă. Çурçĕр поселокĕн старостин тивĕçне те чыслăн пурнăçлать. Василий Сергеевич тăрăшнипех район больницинче пултаруллă спортсменсен команди йĕркеленнĕ. Вăл çăмăл атлетикăра та, йĕлтĕрпе чупассипе те, ытти ăмăртусенче те республикăра та, районта та малти вырăнсене çĕнсе илет.
Çак çыннăн килĕнче те пурте хăй вырăнĕнче, ĕçĕнче çирĕп йĕрке. Мăн кăмăллăхĕ çук, нихăçан та сассине хăпартса калаçмасть, хăйĕн ĕçне кая хăварса, чăн малтанах çынна пулăшать. Çавăн пек çынсем çинче тĕнче тытăнса тăрать те ĕнтĕ.
В.ГАВРИЛОВ.
Источник: "Каçал Ен"