Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Йышпа ĕçлеме кăмăллă

10 августа 2013 г.

Чăваш çынни мĕн ĕлĕкех хăтлă çурт-йĕр тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Унччен те илемлĕ çуртсем купаланă, халĕ вара пĕринчен тепри капăр та капмар. Çакна тума çыннăн анлă тавра курăмлă, ĕçчен, ăстаçă пулмалла. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçрен хăрамалла мар.

Юлашки вăхăтра вара районта çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем, илемлĕ урамсем пĕрин хыççăн тепри кăмпасем пекех ÿсеççĕ. Апла пулсассăн Каçал тăрăхĕ ăстасенчен пуян.

Нумай хваттерлĕ çуртсен йышĕ ÿсни те савăнтарать. Предприятисемпе организацисем район çыннисем валли хăтлă хваттерсем тăвас тесе тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри — «Комсомольская» МСО акционерлă хупă общество. Кунта чăннипех те тăрăшуллă та маттур рабочисем ĕçлеççĕ, пурте пысăк опытлă специалистсем. Хăш-пĕрисем кунта чылайранпа тăрăшаççĕ. Туслă коллектива Александр Федорович Поргунов ертсе пырать.

— Ĕç килĕшнĕрен, коллектив туслă пулнăран урăх çĕре тухса каяс шухăш нихăçан та пулман. Кунта пирĕн ĕç кал-кал пырать. Сахалăн тăрăшатпăр пулин те ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлатпăр, — тет Александр Ларионович Калашников бригадир.

Унăн бригади Кабалин микрорайонĕнчи 13-мĕш çурта купаланă çĕрте ĕçлет. Пĕрремĕш хута хăпартса пĕтернĕ вĕсем, халĕ иккĕмĕш хутра тăрăшаççĕ. Кирпĕч хуракансем шăпах пÿлĕмсем хушшинчи стенасене купалаççĕ, хĕрарăмсем вĕсене пулăшаççĕ: кирпĕч, раствор параççĕ. Çурта купаласа пĕтерсен вĕсем пÿлĕмри стенасене штукатурка тума пикенеççĕ.

— Пурнăçламалли ĕç нумай. Çĕнĕ çула 33 хваттерлĕ çурта купаласа пĕтерес тĕллевпе малалла талпăнатпăр. Çитес çул вара кунта хваттер хуçисем те куçса килĕç, — паллаштараççĕ унта тăрăшакансем.

Н.Г.Миниханов, Ю.Н.Жуков, Н.А.Чернов, А.Г.Школьников, В.А.Чернов кирпĕч хуракансемшĕн, А.А.Агашева, Р.З.Миниханова, Г.Ш.Гафурова, З.М.Атдинова, Т.З.Яковлева, М.Н.Хисамова, Л.А.Антонова, В.С.Акчурина, С.М.Галимзянова, Э.М.Гайнутдинова ĕçченсемшĕн, С.Т.Долгов крановщикшăн, И.И.Сагиров стропальщикшăн паян хĕрÿ ĕç вăхăчĕ.

— Çанталăк аван тăнă чухне кашни кунпа туллин усă курмалла. Уяр чухне ĕçлеме те кăмăллăрах, — теççĕ вĕсем.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика