Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тинĕс-çар флотĕнче службăра пулнисен ячĕпе — палăк

31 июля 2013 г.

Çарта пулнă кирек хăш ар çын та çав çулсене нихăçан асран кăлармасть, Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнисем вара — пушшех те. Вĕсен туслăхĕ тинĕс тăварĕпе, йывăрлăха пĕрле чăтса ирттерме хăнăхнипе çирĕпленнĕ. Çавăнпа та кашни çулах июль уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче хăйсен уявне паллă тума, çарти çулсене аса илме пуçтарăнаççĕ. Çакна эпĕ хамăн аттерен те ас тăватăп. Вăл çав куна кĕтнĕ пек çуралнă кунне те кĕтмен пуль. Тинĕс-çар флочĕн кунĕ тинĕс ай кимми çинче 7 çул — 1944—1951 — службăра тăнăскершĕн çывăхран та çывăх уявччĕ.

Акă, июлĕн 27-мĕшĕнче Комсомольски ялĕнче Тинĕс-çар флочĕн кунĕ умĕн тĕл пулу иртрĕ. Пĕрле пуçтарăнмалли тепĕр сăлтав вара — район центрĕнче ветеран-моряксене халалласа лартнă палăка уçни. Çак савăнăçлă уява Комсомольски район пуçлăхĕ — депутатсен Пухăвĕн председателĕ Е.Карпеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн патшалăх строительствин, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этикин комитечĕн председателĕ, «Единая Россия» партин регионти политсовечĕн секретарĕ Н.Малов, Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсен ЧР союзĕн ертÿçи В.Крюковский, Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕпе хисепленекен Шупашкарти кадет шкулĕн директорĕ В.Илюткин, вăрçă тата çар службин ветеранĕсен районти совечĕн председателĕ Н.Хайруллов, Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем, районта пурăнакансем хутшăнчĕç. Комсомольскисемпе пĕрле савăнма, уява паллă тума кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсен союзĕн членĕсем те йышлăн килнĕ.

Палăка уçнă май сăмах илнисем Тинĕс-çар флочĕн историне, пирĕн районта çуралса ÿснĕ Василий Разумовпа Владислав Ильин вице-адмиралсен ячĕсене аса илчĕç, ветерансене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре хастар пулнăшăн тав турĕç. Çавăн пекех палăка тăвас ĕçе пуçаракансене, унта хастар хутшăннисене Хисеп хучĕсемпе, тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

Акă пуриншĕн те чи хумхануллă самант çитрĕ. Çивиттие сирсе антарсан куç умне гранитран тунă илемлĕ палăк тухса тăчĕ. «Водобоязни, морской качке подверженным... Морякам за веру и правду, мужество и стойкость на боевой службе Отечеству» тесе çырнă чул çине сăнарланă Тинĕс-çар флочĕн ялавĕсем айне, аяларах — çар карапĕсем, çумĕнчех — якорь. Палăкăн çÿлти кĕтесĕнче вара, çул кăтартнă евĕр, çăлтăр çунать. Ку вырăн район çыннисен юратнă кĕтесĕ пулса тăрасса шанас килет.

 Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика