Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çирĕп çемье ордена тивĕçнĕ

31 июля 2013 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2013 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнчи 72 №-лĕ «Чăваш Республикин патшалăх наградисене парасси çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн Кĕçĕн Каçалти Зоя Васильевнăпа Арсентий Степанович Кокоревсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăланă.

Кокоревсем 1961 çулта çемье çавăрнă. Унтанпа 52 çул ĕнтĕ вĕсем пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса, çирĕппĕн утаççĕ. Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени, пулăшса пыни çинче никĕсленсе тăракан çемьене ялта та тĕслĕх вырăнне хураççĕ.

А.С.Кокорев Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех тăван колхоза — «Красный маяка» — пулăшма çÿренĕ. 1949 çулта колхозра тĕрлĕ ĕçсем тăваканра вăй хума пикеннĕ. 1958 çулта вара трактор рулĕ умне ларнă. Ĕçленĕ хушăра вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, опытлă, тăрăшуллă специалист пулнине ĕçпе çирĕплетнĕ. 1962 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа «Сельхозтехникăра» тăрăшнă, 1980 çулта районти «Сельхозхими» производство пĕрлешĕвне куçнă. Шанса панă тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, ĕçре пысăк кăтартусем тунăшăн ăна чылай наградăпа чысланă, хисеплĕ ятсем панă.

Зоя Васильевна та Кĕçĕн Каçал ялĕнчех çуралса ÿснĕ. Унăн ĕç çулĕ Комсомольски район больницинче пуçланнă. 1960 çултан пуçласа 1970 çулччен вăл культура тытăмĕнче тăрăшнă, унтан районти санитарипе эпидемиологи станцийĕнче дезинфекторта ĕçлеме пикеннĕ. Нихăçан та ÿркенсе тăманшăн, ĕçе юратнăшăн, яланах пулăшма хатĕр пулнăшăн хисеплеççĕ Зоя Васильевнăна.

Кокоревсем 5 ачана çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Туслă çемьере яланах килĕшÿпе татулăх хуçаланаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика