24 июля 2013 г.
— Мăнук виççĕ тултарать ĕнтĕ, çав-çавах садике çÿрейместпĕр, килте ларатпăр. Кашни çул черет çитессе кĕтетпĕр, те кăлăхах; Эсир ача садне çÿретĕр-и?
— Акă, кăçал çеç 4 çул тултартăмăр та, каятпăр-ха, — тесе калаçать икĕ хĕрарăм çул çинче тĕл пулнă май. Ачасем садике часах каяйманшăн пăшăрханса пуплеççĕ хăйсем.
Пĕчĕкскерсене ача садне вырнаçтарасси районта та, республикăра та çав тери çивĕч ыйтусенчен пĕри. Хăшĕ-пĕри черете 4—5 çул таранах кĕтет. Комсомольскинче икĕ ача сачĕ ĕçлет пулин те, вĕсем черетре тăракансене пурне те йышăнаймаççĕ. Çак тĕллевпех район центрĕнче тепĕр ача сачĕ хута яма палăртнă. Пĕлтĕр пуçăннă ĕçе кăçал вĕçлеççĕ. Кабалин ячĕллĕ микрорайонта çĕкленсе ларнă капăр çуртра ĕç кал-кал пырать. Авăн уйăхĕнче ку вырăн ача-пăча шавĕпе кĕрлесе тăмалла.
Ача садне хăвăртрах хута ярас тесе «Арка» ООО подряд организацийĕн ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Паянхи куна кунта пÿлĕмсене сăрлаççĕ, алăксем лартаççĕ, плитка çыпăçтараççĕ. Унпа пĕрлех электричество кĕртеççĕ, шыв пăрăхĕсем вырнаçтараççĕ. Кашни хăйĕн ĕçне пĕлсе, вăхăтра пурнăçлать. Ача сачĕн умне те тирпей-илем кĕртме тытăннă.
Çĕнĕ ача садĕнче 8 ушкăна 145 шăпăрлан çÿреме пуçлĕ. Апла пулин те черетре тăракансем йышлă çав. 400 яхăн ача садике каяс ĕмĕтпе пурăнать.
Паянхи кун тĕлне республикăра çулталăк çурăран иртнĕ 1264 пин ача черетре тăрать, 3—7 çулсенчисем —1026.
Район администрацийĕн сайтĕнче çĕнĕ садик валли ят шыраса, хăвăра кăмăла каяканнишĕн сасăлама пултаратăр. Сасăлав çурла уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать. Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне пурĕ 194 çын сасăланă та. Вĕсенчен ытларахăшĕ «Радуга» ята кăмăлланă, 24 процент. Ыттисем «Ивушка», «Улыбка», «Ромашка», «Звездочка», «Илемпи» ятсемшĕн сасăланă. 15 çын пĕри те килĕшмест тесе пĕлтернĕ. Район çыннисене сасăлава хутшăнма чĕнсе каласшăн.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"