Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Универсиада волонтерĕ Юля

20 июля 2013 г.

Утă уйăхĕн 6—17-мĕшĕсенче Хусанта Пĕтĕм тĕнчери çуллахи ХХVII Универсиада иртрĕ. Унта 162 çĕр-шыври 13,5 пин спортсмен хутшăннă. Вĕсене пулăшма Хусана пĕтĕм тĕнчерен 20 пине яхăн волонтера пуçтарнă. Вĕсенчен 193-шĕ — Чăваш Енрен. Кашни волонтерăн хăйĕн ĕçĕ. Çамрăксем тĕрлĕ тăрăхран килнĕ делегацисене кĕтсе илеççĕ, ăсатса яраççĕ, çĕнтерекенсене чыслаççĕ, медицина ĕçченĕсене пулăшаççĕ тата усăллă ытти ĕç тăваççĕ. Награда ушкăнĕнчи волонтерсенчен пĕринпе, пирĕн ентешпе, Юля Черновăпа, телефонпа çыхăнса калаçма тÿр килчĕ. Юля Комсомольскинчи Елена Алексеевнăпа Евгений Иванович Черновсен çемйинче çуралса ÿснĕ, кунти 2-мĕш вăтам шкулта ăс пухнă.

— Юля, эсĕ мĕншĕн волонтер пулма шут тытрăн?

— Икĕ çул каялла эпĕ студентсене çитес Универсиадăра волонтер пулма йыхравланине илтрĕм. Волонтерсем нумай ыйтăва сÿтсе явма пулăшайни, уяв асамлăхне йĕркелеме пултарни мана илĕртрĕ. Çывхаракан пулăма хамăн куçпа курас килчĕ. Чăваш Патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче мана «Тутарстан пики» кастинга хутшăнма ячĕç. Çак организаци директорĕ суйласа илнипе мана волонтерсен награда ушкăнне йыхравларĕç.

— Волонтер ĕçне йывăр теме пулать-и?

— Эпĕ Универсиадăна пуçтарăннă чухне пире çав тери йывăç ĕç лекнине тĕлленмен те. Наградăланин тата Универсиадăна уçмалли савăнăçлă мероприятин репетици графикне питĕ тачă йĕркеленĕ. Ура çине тухнă шыçăнчăксене лейкопластырь илсе çыпăçтарма та вăхăт çук кунĕпе. Çапах та пирĕн ĕçĕн лайăх енĕсем те пур. Сăмахран, эпир çĕнĕ çынсемпе паллашатпăр, хамăра халăх çинче тĕрĕс тытма вĕренетпĕр, килнĕ хăнасене кирлĕ пулнипе савăнатпăр, Универсиадăна уçмалли тата вĕçлемелли шоу-мероприятине курма тÿлевсĕр кĕретпĕр. Пире ăмсанма та пулать, мĕншĕн тесен эпир нумай паллă çынпа асăнмалăх сăн ÿкерттеретпĕр, вĕсенчен автограф илетпĕр.

— Волонтерсене Хусанта ăçта вырнаçтарнă, мĕнлерех условисем йĕркеленĕ?

— Пур волонтерăн та пурăнмалли условисем пĕр пек мар. Пире Хусан хулинчи Суворов училищине вырнаçтарчĕç. Кашни кун ятарлă апат валеçеççĕ. Хамăр хушăра эпир ăна космонавт апачĕ тесе шÿтлетпĕр. Апатлă контейнера ăшăтакан ятарлă элемента хумалла, шыв ярса 15 минут кĕтмелле. Çак вăхăтра шыв вĕреме кĕрсе пăс кăларма пуçлать. Апачĕ хатĕр те.

— Хусан Универсиадинче волонтер пулни сире усă парать-и?

— Универсиада волонтерĕ пулни тĕнче курма, акăлчан чĕлхине лайăхрах вĕренме, тĕнче масштабĕллĕ мероприятине хутшăнма май парать.

Пирĕн ентеш «Универсиада сăн-сăпачĕ» пулнипе эпир мăнаçланма пултаратпăр. Юльăна малашне те ăнăçу сунатпăр.

Мария НИКИФОРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика